АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Савăнчĕç, ватти-вĕттине те чысларĕç

16 августа 2011 г.

Энĕш шывĕ çумĕнче вырнаçнă Чĕкету ялĕнче ял уявĕ кĕрлерĕ. Кăçал ăна августăн 6-мĕшĕнче йĕркелерĕç. Ял варринчи улăха çав кун кÿршĕ ялсенче пурăнакансем, тăван вырăнтан тухса кайса республикăн, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче тĕпленнисем, хăнасем пухăнчĕç.

Савăнăçлă уява Кĕлкеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Борцов уçрĕ, çак паллă кунпа саламларĕ, сывлăхпа ăнăçу сунчĕ. Владимир Николаевич Кĕлкеш ял тăрăхне кĕрекен хуçалăхсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ.

Чĕкетусене саламлама район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ, строительствăпа обществăлла инфратытăм пайĕн начальникĕ А.Тихонов, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Г.Ямуков килнĕ. Александр Иванович пухăннисене ял уявĕпе ăшшăн саламларĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕн К.Никитинăн саламлă çырăвĕпе паллаштарчĕ. Ял уявне хатĕрлеме пулăшнă, тĕрлĕ ĕçре активлă пулнă ял çыннисене - В.Петрова, С.Маркова, Н.Сорокинана, спонсорсене - В.Павлована, С.Иванована, С.Григорьевана, Г.Ямукова ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Хисеп грамотисем, Тав çырăвĕсем, пачĕ. Йĕркелÿ комитечĕ вара ялта ырă ĕçсемпе палăрнисене хаклă парнесем парса хавхалантарчĕ. Йăлана кĕнĕ йĕркепе ялти чи ватă çынна - Н.Федорова (вăл 90 çулта), чи çамрăк арçын ачана - П.Кузьмина (вăл 8 уйăхра), чи килĕшÿллĕ çемьене - Галинăпа Николай Максимовсене парнесем парса чысларĕç.

Ун хыççăн савăнăçлă концерт пуçланчĕ. Районтан килнĕ артистсем хăйсен пултарулăхĕпе пĕтĕм халăх кăмăлне çĕклентерчĕç, ташă-юрă пуçлама хавхалантарчĕç. Чăваш юрри умлăн-хыçлăн шăранчĕ, Энĕш шывĕ çийĕн хаваслă кĕвĕ-çемĕ таçта çитиех тăсăлчĕ.

Концерт пынă вăхăтрах тĕрлĕрен спорт ăмăртăвĕсем иртрĕç: канат туртасси, кире пуканĕ йăтасси, ал вăйне виçесси. Ытти вăйăсенче те туслă тупăшу пулчĕ.

Çĕрлеччен савăнчĕ ял халăхĕ. Уяв савăнăçлă дискотекăпа тата илемлĕ фейерверкпа вĕçленчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика