АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пыл ăстисем канашланă

16 августа 2011 г.

Хурт-хăмăр ăстисемпе иртнĕ районти семинар-канашлăва райадминистрацин ял хуçалăх, экологи тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Д.Иванов, Чăваш Республикин патшалăх ветеринари службин уйрăмĕн пайĕн начальникĕн заместителĕ А.Григорьева, «Хурт-хăмăр ĕрчетекенсен агентстви» акционерсен уçă обществин генеральнăй директорĕ Г.Максимов, Арапуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Агеев, ял хуçалăх организацийĕсен, Вăрмар, Тăвай, Куславкка районĕсемпе Тутарстан Республикинчен килнĕ хурт-хăмăр ăстисем хутшăннă.

Унăн тĕп теми - «Кĕрхи ĕçсене туса ирттересси тата пыл хурчĕсене хĕле хатĕрлесси» - пулчĕ. Семинар-канашлу Арапуç ял тăрăхĕнчи В.Ефимов уйрăм кил хуçалăх ĕçченĕн утарĕнче иртнĕ. Хамăр районти хурт-хăмăр ăсти - тĕп зоотехник Р.Эмирханова кĕскен хăйĕн ĕçне пĕтĕмлетрĕ. Вĕлле хурчĕсене хĕле еплерех хатĕрлесси пирки Г.Максимов тухса калаçрĕ. Унтан «Пыл хурчĕсемпе ĕçлекен агентство» акционерсен уçă обществин ĕçченĕсене В.Ефимова (Арапуç ялĕ) - пыл хурчĕсемпе ĕçлемелли ятарлă костюм, Ю.Иванова (Кĕтеснер ялĕ) çак ĕçре тăхăнма ятарлă куртка, И.Михайлова (Кивĕ Вĕренер) «Пчелка» препаратăн упаковки, Р.Федорована (Кĕтеснер) пыл хурчĕсем çинчен çырнă кĕнеке парнеленĕ. Асăннă мероприятие хутшăннисем кашниех çак отрасльте тунă пĕр-пĕрин опычĕпе паллаштарчĕç.

Юлашкинчен райадминистрацин пуçлăхĕн заместителĕ Д.Иванов хурт-хăмăр ăстисене малашне те çак отрасльте çитĕнÿсем тума çирĕп сывлăх сунчĕ, Арапуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе А.Агеевпа пĕрле ĕçре пысăк ÿсĕмсем тунă В.Ефимов хурт-хăмăр ăстине Тав çырăвĕ пачĕ. Асăннă семинар-канашлăва хурт-хăмăр ăстисем пурĕ 46 çын хутшăннă. Çитес çул вĕсен йышĕ татах та нумай пуласса шанас килет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика