АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Курăк çăнăхĕ чăх-чĕпе ÿсме пулăшать

01 июля 2011 г.

Чылайăшĕ чăх-чĕпе ÿстерме тырăпа комбикорм çеç кирлĕ пулĕ тесе шутлать пулĕ, анчах витаминсемсĕр вĕсене тухăçлă çитĕнтерме çук. Çакна «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» акционерсен уçă обществинче лайăх ăнланаççĕ.

Витаминлă курăк çăнăхĕ хатĕрлессине кашни çулах çу пуçламăшĕнче йĕркелеççĕ. Çумăрлă çанталăк тăннине пула АВМ-1,5 агрегата малтанхи кунсенче туллин ĕçлеттересси пулмарĕ. Халĕ вара ĕç вĕресе тăрать - ăна икĕ сменăпа йĕркеленĕ. Н.Николаев оператор ертсе пынипе А.Дмитриев (бригадир), С.Илларионов, М.Михайлов, С.Георгиев, А.Семенов (пĕрремĕш смена), А.Никифоров (бригадир), А.Семенов, С.Георгиев, В.Васильев, А.Григорьев (иккĕмĕш смена) талăкра 4 тонна курăк çăнăхĕ хатĕрлеççĕ. С.Николаев механизатор КПИ-2,4 косилкăпа вĕтетнĕ люцернăна Н.Петров МТЗ-80 тракторпа турттарать. Киввăрмарсем çанталăкăн кашни минучĕпе туллин усă кураççĕ тени пĕрре те ÿстерсе каланă сăмахсем мар, ку - чăн та çапла. Çавăнпа хуçалăхри ÿсĕмсем те курăмлă.

Витаминлă курăк çăнăхĕ туса илессипе хуçалăхра вуншар çул ĕçлеççĕ. Ялти шкултан вĕренекен яшсенчен çуррине яхăн çак ĕç витĕр тухаççĕ. Вĕсене хуçалăх укçа тÿленисĕр пуçне районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр та хăй енчен пулăшу парса хавхалантарать. Хуçалăха та пулăшу - çемье бюджетне те хулăм кĕрет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика