28 июня 2011 г.
Шыв ыйтăвĕпе çыхăннă йывăрлăхсем пире пурне те питĕ çывăх, ытларах çуллахи вăхăтра. Уйрăмах çуртсен 3,4-мĕш хучĕсенче пурăнакансемшĕн çивĕч çак ыйту. Кăçал халăха шывпа тивĕçтерессине район прокуратури хăй çине илнĕ.
Вăрмар поселокĕнчи çуртсенче, хваттерсенче пурăнакансен килĕсенче шыв çук пулсан район прокуратурине пымалла. Халăха коммуналлă пулăшусемпе тивĕçтерессине пăснăшăн должноçри яваплă çынсене 500 тенкĕрен пуçласа 1 пин тенкĕ таран, юридици сăпатĕнчи çынсене 5 пин тенкĕрен пуçласа 10 пин тенкĕ таранччен административлă штраф пама пултараççĕ.
2011 çулхи май уйăхĕнче ирттернĕ прокурор тĕрĕслевĕ вăхăтĕнче Вăрмарти шкул тăкăрлăкĕнчи 6 номерлĕ çуртри 13,14,15, 28 «а» номерлĕ хваттерсенче пурăнакансене шывпа çителĕксĕр тивĕçтернине тупса палăртнă. Çак хваттерсенче 4 сехетрен те ытларах вăхăт хушши шыв юхăмĕ шăрпăк хулăнăшĕ чухлĕ кăна пулнă.
«Водоканал» тулли мар яваплă общество директорĕ ячĕпе саккуна пăснă çак тĕслĕхе пĕтерме представлени тăратнă, шывпа пĕр татăлмасăр тивĕçтерсе тăрассипе Вăрмар район судне исклă заявлени панă. Çавăн пекех ЧР патшалăх çурт-йĕр инспекцине те административлă йĕркене пăснине пула уголовлă ĕç пуçарса янă пирки йышăннă постановление те ярса панă.
Май уйăхĕнчи тĕрĕслев вăхăтĕнче «Вăрмар районĕнчи пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн управляющи компанийĕ» тулли мар яваплă общество администрацийĕ пĕрлĕхлĕ пурлăха – поселокри Некрасов тăкăрлăкĕнчи 8,12, Порфирьев урамĕнчи 11, 3а, 2, Заводская урамĕнчи 27,31,33,43,44, К.Иванов урамĕнчи 1,3,9,11, Энтузиастсен урамĕнчи 8,10, Школьнăй тăкăрлăкĕнчи 4,6, Çамрăксен урамĕнчи 6,10,14,16,18 номерлĕ пурнăмалли çуртсен шывпа тивĕçтерекен централизациленĕ системине тытса тăрас енĕпе законодательствăна тивĕçлипе пурнăçламаннине палăртнă. Асăннă çуртсен путвалĕсем уçă пулнă, çавна май çуртăн инженери сетьне кĕрекен шывпа тивĕçтерекен централизациленĕ системи урлă санкцилемесĕр усă курма май пулнă. Çапла майпа çынсем çак система çумне шлангсем, трубопроводсем сыпăнтарнине пула çуртсен 3, 4 хучĕсенче пурăнакансем патне шыв çителĕксĕр çитнĕ пулнă. Саккуна пăснă çак тĕслĕхпе представлени тăратнă.
Тел.: 2-17-55.