28 июня 2011 г.
Пахча ĕçĕсем пуçланнă май сад-пахча ĕрчетекенсем килти ÿсен-тăрана çум-курăкран, хурт-кăпшанкăран тата чир-чĕртен хÿтĕлес тесе тĕрлĕ им-çампа - пестицидсемпе - усă курать, пахча çимĕçпе улма-çырла лайăх ÿсме удобренисем (агрохимикатсем) сапать. Вĕсемсĕр паянхи кун тухăçлă çимĕç туса илме май çук. Çавна кура пестицидсемпе агрохимикатсен йышĕ нумайланса кайрĕ. Вĕсен хушшинче контрафактлă (вăрттăн) тата фальсификациллĕ (суя) продукцисем те чылай. Раççейри ял хуçалăх надзорĕн Чăваш Республикинчи управленийĕн специалисчĕсем контрафактлă продукцисене палăртас тĕлĕшпе нумай ĕçлеççĕ, пестицидсемпе агрохимикатсене суйласа илсе тĕрĕслесе пăхаççĕ. 2010 çулта патшалăх регистрацийĕ витĕр тухман 10 тата контрафактлă 3 тĕрлĕ им-çам тупса палăртнă. Килти уйрăм хуçалăхра усă курма юраман агрохимикатсем шутне «Сульфат аммоний», «Карбамид», «Диаммоний фосфат», «Селитра аммиачная марка Б» кĕреççĕ, регистраци витĕр тухман пестицидсем - «Алатар,КЭ», «Муравьед,КЭ». Ытларах чухне сутлăхра сахал веществоран тăракан контрафактлă препаратсем пур, вĕсене илсе сапни нимле усă та памасть, укçа-тенкĕ кăна пĕтет. Çавăн пекех препаратăн нормине ÿстерни çыннăн сывлăхне сиен кăтартать тата тавралăха варалать.
Удобренисемпе пестицидсем илнĕ чух çак йĕркесене пăхăнăр: препаратсене пĕлмен сутуçăсенчен ан илĕр; паллă суту-илÿ фирмисенчен илме тăрăшăр; регистраци витĕр тухнă тата патшалăх каталогне кĕнĕ препаратсене илĕр; иккĕленетĕр пулсан сутуçăран свидетельство копине ыйтăр, илнĕ чух препаратпа мĕнле усă курмалли инструкцисене ыйтма ан манăр; препаратăн упаковкине лайăх сăнăр; туса кăларнă вăхăтне пăхăр.
Тавар пахалăхĕ сире иккĕлентерет е тивĕçтермест пулсан Управленине çак адреспа пĕлтерме пултаратăр: Шупашкар, Н.Крупская урамĕ, 9, тел.: 52-80-33 е Ярославски урамĕ, 76, тел.: 62-13-22, 62-56-03.