23 июня 2011 г.
Республика кунĕ умĕн çĕнĕ объектсем уçасси йăлана кĕрсе пырать. Кăçал та районта çапла пулчĕ - Энĕшпуçĕнче почтамтăн вырăнти çыхăну уйрăмĕ çĕнĕ çурта куçрĕ, Кавалта вара Халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен комбинатăн филиалĕ - çĕвĕ цехĕ уçăлчĕ.
Ĕç çын пурнăçĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать, «Ĕç - пурнăç тыткăчи», - тесе ахальтен каламан ĕнтĕ. Этем ыйхăран вăрансанах ĕçе пуçăнать те çĕрлечченех кил хушшинче кăштăртатать. Кашни çыннăн хăйĕн юратнă ĕçĕ пур, ăна вăл пĕтĕм чунне парать.
Ĕç рынокĕнчи йывăр лару-тăрăва чакармалли Республикăри тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн районти предприятисемпе организацисенче çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеççĕ. Ку енĕпе «Халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен комбинат» муниципаллă унитарлă предприятийĕ хастар ĕçлет. Унăн директорĕ Ю.Максимов пĕлтернĕ тăрăх, кăçал комбинатра 11 ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ, районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă 3 инвалида ĕçе илнĕ, шкул ачисем валли те ĕç вырăнĕ тунă. Паянхи кун тĕлне предприятире икĕ çĕвĕ цехĕ ĕçлет, пĕрне кăçалхи апрельте уçнă, вĕсенче саккăррăн тăрăшаççĕ. Ĕçлеме тата тепĕр 3 çын кирлĕ. Çавăн пекех кунта парикмахерски (6 ĕç вырăнĕ), атă-пушмак юсакан ăста, компьютерсемпе ĕçлекен специалист, сехет юсакан тата фото ÿкерекен пур. Çитес вăхăтра муниципаллă унитарлă предприятин 2011-2016 çулхи программипе килĕшÿллĕн химчистка, илем салонĕ, фотосалон, тĕрлĕ йăла техники юсакан, вăхăтлăха усă курма паракан (прокат) пÿлĕмсем уçма, çуртсем юсакан бригада йĕркелеме палăртнă. Çавăн пекех Кĕтеснер тата Пысăк Енккасси ял тăрăхĕсенче предприятин çĕвĕ филиалĕсем уçасшăн. Пĕлтĕрхи кăтартусем тăрăх, 6 уйăхра предприяти 800 пин тенкĕлĕх тупăш илнĕ, çулталăкне - 2 млн тенкĕ. Кăçал вара çур çул хушшинче - 2 млн тупăш, çулталăкра 4 миллиона çитересшĕн. Предприятин патшалăх умĕнче налуксем енĕпе 1 млн ытла парăм пулнă, паянхи кун тĕлне 700 пинне тÿлесе татнă, ыттине июнь-августра тÿлеме палăртнă.
Ĕçсĕрлĕх проблеми ялсенче пит пĕлтерĕшлĕ пулнине кура «Халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен комбинат» муниципаллă унитарлă предприяти тăрăшнипе Кавалта çĕвĕ цехĕ ĕçлеме тытăнчĕ. Уява ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Алексеева уçрĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин пухăннисене хаваслă пулăмпа саламламларĕ. Вăл ялти пуçаруллă та хастар çынсене тав турĕ, малалла та çакăн евĕр ĕç вырăнĕсем пуласса шантарчĕ. «Кавал ялĕн малашлăхĕ пур. Вăл аталантăр, çĕнелтĕр, çыннисем те хастар пулччăр»,- терĕ Константин Владимирович. «Халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен комбинат» муниципаллă унитарлă предприяти директорĕ Ю.Максимов сăмах каланă май район администрацийĕ лартнă тĕллевсене пурнăçламаллине палăртрĕ. Çавăн пекех район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ А.Веселовский, Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ В.Нестеров, райадминистрацин экономика пайĕн начальникĕ Н.Краснова тата «Светлана» тулли мар яваплă общество директорĕ С.Белоусова тухса калаçрĕç, пурне те цех уçăлнă ятпа саламларĕç. Кавалти культура ĕçченĕсем хăнасене юрă-кĕвĕпе савăнтарчĕç. Çĕвĕ цехĕ уçăлнине палăртса К.Никитин, Н.Алексеева тата Ю.Максимов хĕрлĕ хăю касрĕç. Унтан хăнасем çĕвĕ цехĕпе, унăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç. Çĕвĕ цехĕнче 5 ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ, çĕнĕ çĕвĕ машинисем вырнаçтарнă, пÿлĕмне юсаса илемлетнĕ. Малашне тепĕр 5 ĕç вырăнĕ йĕркелеме палăртаççĕ. Халĕ кунта ялта пурăнакан пилĕк çын ĕçлет: унччен культура çуртĕнче тăрăшнă Л.Горшкова, çĕвĕ ĕçне кăмăллакан А.Мясникова, ку ĕçре пĕрремĕш утăмсем тăвакан В.Софронова, çĕвĕçе ятарласа вĕреннĕ В.Кузьмина, 10 çул çĕвĕçре ĕçленĕ С.Мясникова. Вĕсем кунта ĕç вырăнĕ пулнишĕн савăнаççĕ, производство вăйлăн аталанса кайсан тивĕçлĕ шалу пуласса шанаççĕ.
Çапла вара, Ю.Максимов Кавалта çĕвĕ цехĕ уçасси çинчен ял уявĕнче шантарса калани тинех пурнăçа кĕчĕ.
А.МИХАЙЛОВ.
Паянхи кун почта пулăшăвĕпе çыхăнман çын çук та пулĕ. Çыру е посылка ямалла-и, электроэнергишĕн, çут çанталăк газĕшĕн тÿлемелле-и, хаçат-журнал çырăнмалла-и - пурте тенĕ пекех вырăнти çыхăну уйрăмне васкатпăр. Çапах та юлашки вăхăтра пĕтĕм япала Европа шайĕпе виçе пуçларăмăр та «хăтлăх-илем» ăнлав малти вырăна туха пуçларĕ.
Çавна май Вăрмарти почтамт начальникĕ С.Риманов ялти çыхăну уйрăмĕсене хăтлăх кĕртес енĕпе чылай ĕç туса ирттерет.
Акă май уйăхĕн вĕçĕнче Кивĕ Вăрмарти çыхăну уйрăмĕ юсаса çĕнетнĕ пÿлĕме куçрĕ. Виçĕ Людмилăна клиентсен тĕрлĕ ыйтăвĕсене тивĕçтерме пур майсем туса пачĕç. Иртнĕ кунсенче Энĕшпуçĕнчи çыхăну уйрăмĕ тинех хăйĕн кĕтесне тупрĕ тесен те йăнăш пулмĕ. С.Риманов почтамт начальникĕпе Энĕшпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О.Иванов пĕр-пĕринпе таччăн çыхăнса кал-кал ĕçлени çимĕç пачех. Кĕске хушăрах Энĕшпуçсем нимелле çыхăну уйрăмĕн çуртне никĕсрен пуçласа шалти ĕçсем таранах туса пĕтерчĕç. Ял уявĕнче çĕнĕ çыхăну уйрăмĕн çуртне савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Ăна уçма Вăрмар район пуçлăхĕ В.Павлов, районти почтамт начальникĕ С.Риманов, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О.Иванов, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ А.Николаев хутшăнчĕç.
Çĕнĕ çыхăну уйрăмĕн çурчĕ ял варринче вырнаçнă. Çуртăн пÿлĕмĕсенче таса та хăтлă, ĕçлеме пур услови те туса панă. Апла пулсан, эпир, редакци ĕçченĕсем, Энĕшпуçсем хаçат-журнал ытларах çырăнса илме пуçлĕç тесе шанатпăр.
П. АЛЕКСЕЕВ.