АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Илем пуян чунлă çынсем патне туртăнать

21 июня 2011 г.

Çак илеме куçпа курмасăр сăнласа пама пулмасть. Тĕлĕнмелле хитре япаласем тума пултараççĕ иккен хĕрарăмăн черчен те ачаш аллисем. Вĕтĕ-вĕтĕ тĕрлĕ тĕслĕ шăрçасенчен чечексем эрешлесе чунне лăплантараççĕ Энĕшпуçĕнчи М.Ларионовапа А.Николаева.

Пĕчĕкренех тĕрлеме, шăтăкла çыхма юратса ÿснĕ Мария Алексеевна. Мăшăрĕпе Геннадийпе 5 ача вĕсен. Аслисем çитĕнсе тухса кайнă ĕнтĕ, кĕçĕнни – 4 çулти Ангелина – вара чăн-чăн чун йăпатмăшĕ ашшĕпе амăшĕшĕн.

Вĕтĕ шăрçаран чечексем тума ăна шăпах Алина кÿрши явăçтарнă. Иккĕшĕ вĕсем район шайĕнче иртекен куравсене хутшăнса палăрма та ĕлкĕрчĕç ĕнтĕ. Çапла вĕсен ĕçне хаклакансем те йышланчĕç, ял уявĕнче те алăпа тунă илемлĕ фиалкăсене, кĕл чечекĕсене, тĕрлĕ чечек çыххисене хапăлласах туянса пĕтернĕ иккен. Çакă вĕсен малалла та ĕçлес кăмăлне хăпартнă. Анчах пĕрре те ансат мар пĕр чечекне ăсталама та, мĕн чухлĕ вăхăт, тÿсĕмлĕх, куç тимлĕхĕ кирлĕ! Пĕчĕкрех чечеке тума тата та йывăртарах. Тĕслĕхрен, пĕр кĕл чечекки пуçтарма çак ĕçе хăнăхнăскере 3 сехет таранччен кирлĕ. Вĕтĕ шăрçаран пуçтарнă укçа йывăççи те пур вĕсен килĕнче. «Çак ĕç чуна кантарать, савăнăç парнелет», – теççĕ Машăпа Алина. Çĕрлеччен те лараççĕ вĕсем ăсталама пуçланă илеме туса пĕтерес тесе. Геннадий те мăшăрне ăшă сăмахĕпе те, ĕçĕпе те пулăшсах тăрать. Вăл Канашри заводра хуралта ĕçлет, пушă вăхăтра – таксист. Иккĕшĕ килĕштерсе пурăнни тÿрех сисĕнет вĕсен çемйинче. Ачисем те укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен пулăшсах тăраççĕ ашшĕпе амăшне. Чÿрече янаххи çинче нумай çул хушши чăн-чăн лимон йывăççи паха çимĕçĕсемпе савăнтарать. «Килте çитĕнекен лимон хуппи чылай çÿхерех, сĕткенлĕрех», – ăнлантарать Геннадий. Виноград тĕмĕсем те ÿсеççĕ пахчара. Илеме юратакан, хаклама пĕлекен çынсем чунĕпе те пуян. Алăпа ăсталанă чечексене мĕнле тумалла тесе нумайăшĕ интресленет, анчах тÿсĕмлĕхĕ вĕсен пĕр чечекрен мала пымасть. Алинăпа Мария Энĕшпуçĕнчи библиотекăра ыттисене те çак ĕçе вĕрентес тесе «Девчата» хĕрарăмсен клубне йĕркеленĕ. Шăпах Мария Леонидовна библиотека заведующийĕпе Ольга Николаевна культура çурчĕн заведующийĕ пулăшса пыраççĕ ал ĕç ăстисене, тĕрлĕ куравсене хутшăнтараççĕ. Халĕ вĕсем Çĕрпÿ ярмăркки валли çĕнĕ шедеврсем хатĕрлеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика