АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Ĕмĕр сакки сарлака» романăн ĕмĕрĕ вăрăм пулĕ

21 июня 2011 г.

«Ĕмĕр сакки сарлака» роман авторĕ, чăвашсен паллă писателĕ Никифор Мранькка (1901-1973) çуралнăранпа кăçал 110 çул çитрĕ. Çав паллă куна халалласа районти тĕп библиотекăра вулав конференцийĕ иртрĕ.

Н.Ф.Мранькка (Мораньков) 1901 çулта Куславкка районĕнчи Пилешкасси ялĕнче çуралнă. Пуçламăш шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Хусанта тĕрлĕ çĕрте икĕ çул ĕçленĕ, кайран Атăл çинче матрос тата грузчик пулса çÿренĕ. 1918-1920 çулсенче граждан вăрçине хутшăннă. Унтан чылай çул ял Совет ĕçтăвкомĕн председателĕ пулса тăрăшнă. ЧАССР Тĕпĕçтăвкомĕн тата Çĕрĕç халăх комиссариачĕн инструкторĕсенче те ĕçленĕ. 1930 çулта вăл сценари çырма вĕрентекен пĕр çуллăх курсĕнче пулнă. Вара 1933-1938 çулсенче чăваш кинохроникин директорĕнче ĕçленĕ. 1940 çулта ăна Куславкка райхаçачĕн редакторне лартнă. 1942-1945 çулсенче тăшмана хирĕç кĕрешнĕ. Вăрçăран таврăнсан Куславккари парти райкомĕн пропагандăпа агитаци, каярах культура пайĕн заведующийĕ пулнă. 1954 çултанпа Н.Мранькка литература ĕçĕпе кăна пурăннă. Литература ĕçĕ-хĕлне писатель драма хайлавĕсем çырнинчен пуçланă. 1930 çулта «Элнет» хайлавĕ тăрăх спектакль лартнă. Н.Мранькка чылай пьеса çырнă. Унăн чи паллă хайлавĕ - 5 кĕнекеллĕ «Ĕмĕр сакки сарлака» роман.

Конференцине тĕп библиотекăн краеведени пайĕн библиотекарĕ Р.Иванова йĕркелесе пычĕ. Римма Алексеевна «Никифор Мраньккан пурнăç сакки» темăпа тухса калаçрĕ, писателĕн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне çутатса пачĕ. Роман сюжечĕпе вулакансемпе ĕçлекен пай заведующийĕ Э.Демьянова паллаштарчĕ. «Кĕнеке содержанине манса каяс мар тесен ăна 4-5 çултан вуласах тăмалла, çавăнпа роман çинчен кĕскен аса илтерес килет. Тен, тахçан вуланă романа кам та пулин манса кайнă, пысăк хайлав-çке вăл», - пуçларĕ вăл хăй сăмахне.

Унтан библиотека ĕçĕн ветеранĕ Ю.Федорова тухса калаçрĕ. Унăн 40 çул каялла, 1971 çулта Куславккара иртнĕ библиотекарьсен семинарĕнче пулнă чух, Н.Мранькана тĕл пулма тивнĕ. «Писателе чĕррĕн курнă эпĕ, - савăнăçне палăртать Юлия Федоровна, - вăл пирĕн пата тĕл пулăва килнĕччĕ. Питĕ чунтан сăмахларĕ çыравçă ун чух. Роман çинчен каласа кăтартрĕ, пурнăçĕнчи йывăр самантсене аса илчĕ».

Н.Михайлов пенсионер хайлавăн содержанине тишкерчĕ, хăйĕн шухăшĕсене каласа пачĕ. Ытти тĕрлĕ ыйту та хускатрĕç конференцинче: произведенире хускатнă проблемăсене тишкерчĕç, романти сăнарсене паянхи çынсемпе танлаштарчĕç, хайлавăн ячĕ пирки калаçрĕç. Тĕп библиотекăн методика пайĕн заведующийĕ Т.Федорова ку роман чăн-чăн литературăллă сериал тесе палăртрĕ, «Ĕмĕр сакки сарлака» юрра юрлакан Л.Семенова чăваш халăх артистки çинчен каласа пачĕ. Юрă чи пĕрремĕш хут халăх умне 1988 çулта тухнă иккен. Уяв çак илемлĕ юрра шăрантарнипе вĕçленчĕ.

«Ĕмĕр сакки сарлака» хайлав - роман-эпопея пулмалла пулнă. Вăхăтсăр вилĕм писателе хăй ĕмĕтне туллин пурнăçлама памарĕ. Çапах пилĕк кĕнекеллĕ роман чăваш халăхĕн революцичченхи пурнăçĕпе кĕрешĕвне ĕненмелле сăнласа паракан паллă произведенисенчен пĕри пулса юлĕ.

Çакăнпа чăваш литературине юратакансем килĕшеççех пулĕ. Кашни халăхăнах çакăн пек пысăк произведени çук. Чăвашсен вара пур. Пирĕн çакăнпа ăмсанмалла, мухтанмалла. Çĕнĕ вăхăт çĕнĕ калăпăшлă произведенисем ыйтать. Вĕсем пулĕç, пулмалла та.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика