21 июня 2011 г.
Районти Культурăпа кану центрĕнче «Вăрмарти тĕп больница» сывлăх сыхлавĕн муниципаллă учрежденийĕнче вăй хуракан медицина ĕçченĕсене чысларĕç. Уява савăнăçлă лару-тăрура больницăн тĕп врачĕ В.Кириллов уçрĕ, кунта пуçтарăннисене пурне те саламларĕ. Вăрмарти тĕп больница амбулаторлă, стационарлă, васкавлă медицина пулăшăвĕсем кÿрет. Больницăра 411 çын ĕçлет, вĕсенчен 49-шĕ тухтăрсем, 200-шĕ вăтам ятарлă пĕлÿ илнĕ медицина ĕçченĕ. Коллективра ЧР тава тивĕçлĕ врачĕсем – 3, сывлăх сыхлавĕн отличникĕсем – 3, ЧР сывлăх сыхлавĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ 1, аслă квалификаци категорильлĕ врачсем – 10, аслă квалификаци категорильлĕ медицина ĕçченĕсем – 57. Больницăра чир-чĕре çийĕнчех тупса палăртмалли тата вăхăтра сывалмалли тĕрлĕ йышши оборудованисем те пур. Медицина ĕçченĕсене çавăн пекех райадминистрацин çумĕ Ю.Соколов та хĕрÿллĕн саламларĕ. Уявра ĕçре палăрнă ĕçченсене РФ, ЧР сывлăх сыхлавĕн министерствисен, район администрацийĕн Хисем грамотисемпе, Тав çырăвĕсемпе наградăланă.
Юлашкинчен пуçтарăннисене «Созвездие» эстрада ушкăнĕ хăйĕн илĕртÿллĕ юррисемпе савăнтарчĕ.