21 июня 2011 г.
Регионсен пĕрлехи «Регионсем - чикĕсĕр ĕçтешлĕх» куравĕ тахçанах Чăваш Республикин хăйне евĕрлĕ бренчĕ, çĕршыв экономикин тĕрлĕ отраслĕнчи организацисем хушшинчи вăрахлăх çыхăнусем йĕркелемелли площадка пулса тăнă ĕнтĕ. Кăçал вăл Шупашкарти IV «Раççей экономики: ÿсĕм технологийĕсем» экономика форумĕн программипе килĕшÿллĕн июнĕн 23-26-мĕшĕсенче иртет. Унăн экспозицийĕсем МТВ-центрăн 5-мĕш хутĕнче ултă пин тăваткал метр ытла лаптăк йышăнĕç.
Куравăн тĕп пайĕсем: машиностроени, электротехника, приборсем тăвасси, строительствăпа архитектура, транспортпа çыхăну, хими, апат-çимĕçпе тирпейлекен промышленноç, сывлăх сыхлавĕ, наукăпа вĕрентÿ, банксемпе страховани, спортпа туризм, халăха кирлĕ таварсем. Куравра пĕчĕк тата вăтам бизнесăн ушкăнпа хатĕрленĕ уйрăм экспозицийĕсемпе те, халăх художество промыслисен ăстисен изделийĕсемпе те, экономикăн тĕрлĕ сферинчи çĕнĕлĕхсемпе те паллашма май пулĕ.
Курав вăхăтĕнче «çавра сĕтелсем» тата çамрăксен «Çĕнĕ вăхăт» - çĕнĕ сăнсем» форумĕ пулĕç.
Курава хăнасем йышлăн килмелле: официаллă çынсем, бизнесменсем, Раççей Федерацийĕн 10 регионĕнчи промышленноç предприятийĕсен, наука организацийĕсен тата учрежденийĕсен ертÿçисем, ют çĕршывсен представителĕсем. Тĕрлĕ фирма хăйсен таварĕсемпе, пулăшу ĕçĕсемпе паллаштарĕ, дегустаци лаптăкĕсем ĕçлĕç, унта наци апат-çимĕçне ас тивме те май пулĕ. Сутлăха ютран кÿнине кăна мар, вырăнти продукцие те кăлараççĕ.
Эсир те курава çитме тăрăшăр!