АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçне чунпа парăннă

17 июня 2011 г.

Юрă-кĕвĕсен чун илĕртĕвне, вăрттăнлăхне мĕн пĕчĕкренех туйса илме пĕлнĕ Галина. Шкулта вĕреннĕ чухнех илемлĕх тĕнчи ытамне лекет. Çĕрпÿ районĕнчи Кĕлейкасси ялĕнче çуралса ÿснĕ Галина Илларионова, ачаранах халăх юррисене килĕштернĕ, вĕсене итлекенсен умне кăларанă. Çавна май пулас юрăç Канашри педагогика училищине вĕренме кĕрсе ăна ăнăçлă пĕтерет. Диплом илнĕ специалиста Вăрмарти пĕрремĕш номерлĕ ача садне ĕçлеме яраççĕ. Кунти ачасене вăл часах музыка тĕнчине кĕртет. Ку тапхăрта коллектив пултарулăх енĕпе районĕпех малти вырăнсене йышăнать.

Аслă Чакра çемье çавăрнă май, Галина Матвееван Вăрмара ĕçе çÿреме те çăмăл пулман, çапах та хăй юратнă ĕçне тивĕçлипе туса пырать вăл. Каçхине ял çамрăкĕсемпе концерт программисене хатĕрлет. Ун концерчĕсене ял ĕçченĕсем яланах хапăлласа кĕтсе илнĕ. Районти смотр-фестивальсенче те жюри Аслă Чак коллективне пысăк хак панă. Вĕсем дипломсене тивĕçнĕ. Галина сопрано-альт сассипе 2-3-мĕш сассине хорта, ансамбльсенче тĕрĕс те лайăх тытса пырать. Çакна асăрхаса эпĕ ăна 1976 çулта республикăри пĕрремĕш телефестивальте хутшăнма сĕнтĕм. Вăл килĕшрĕ. Хĕр ачасен ушкăнне «Гаваля» ят патăмăр, мĕншĕн тесен çак коллективра пурте Галя, Валя ятлăччĕ. Репетицисем ăнăçлă иртрĕç. Н.Ивановăн «Нас березки ждут» ятлă виçĕ саслă юрра жюри пысăк хак пачĕ. Çапла вара Галина Матвеева ушкăнпа юрласа лауреат ятне тивĕçрĕ. Тепĕр çул та Вăрмар ансамблĕ Н.Ивановăн «Поют Урмарские девчата» юррипе хутшăнчĕ, лауреат ятне тивĕçрĕ, Галина Андреевна икĕ хутчен лауреат пулчĕ.

Мĕн чухлĕ концертсенче хăйĕн шăпчăк сассипе итлекен-куракансене савăнтарса тыткăна илмен-ши вăл. Вырăс, чăваш, ют çĕршыв юррисене сцена çине пысăк ăсталăхпа кăларнă, залри халăх ăна тăвăллăн алă çупса кĕтсе илнĕ. Районти художествăлла пултарулăх коллективĕсен концерчĕсенче те вăл хатĕрленĕ программа фестиваль-смотрсен лауреат ятне, дипломсене, Хисеп паллисене тивĕçнĕ.

Галина Андреевна нумай çул хушши Вăрмарти «Парне» халăх фольклор ушкăнне тухăçлă ертсе пырать. Ку ушкăнпа итлекен-куракансем Вăрмар тăрăхĕнче кăна мар, район тулашĕнче те тĕплĕн паллашнă. Вĕсен пултарулăхĕпе пурте савăнаççĕ. Вăрмарсен юрă ăстисене тивĕçлипе хакласа яланах тăвăллăн алă çупса кĕтсе илеççĕ.

- «Парне» фольклор ушкăнĕпе нумай çĕре çитрĕмĕр. Пирĕн концертсене район, унăн тулашĕнче - Шупашкарта, Юдинăра, Чистопольте, Мускавра тата ытти çĕрте те йышлăн курса савăнчĕç. Пире тăвăллăн алă çупса хапăлласа саламлани кашнинех хамăр пултарулăха ÿстерме пулăшать Чăваш халăх, тăван енчи юрăсене туйăмпа, чуна тивмелле çепĕççĕн, уççăн, янăравлăн, тĕплĕн юрлама пире талантлă Галина Андреевна баянпа выляса хавхалантарать, хăнăхтарать. Питĕ тăрăшса, хăйĕн вăй-халне шеллемесĕр ĕçлет вăл пирĕнпе, - каласа параççĕ «Парне» ушкăнăн А.Беловапа А.Михайлова солистсем. Пĕр-пĕрне ăнланса, туслăн ĕçлесен кăна çÿллĕ шайри тивĕçлĕ концертсем пулĕç. Пĕлтĕр Г.Матвеевана, «Парне» ушкăн ертÿçине, Чăваш Республикин музыка обществин тава тивĕçлĕ деятелĕн хисеплĕ ятне парса чыс тăрĕç. Ман авторла, юбилейлă концертсенче юррăмсене профессионаллă туйăмпа, çепĕççĕн, уççăн, хавхалануллă шăрантарнăшăн эпĕ «Парне» фольклор ушкăнĕн Г.Матвеевапа Л.Волостнова ертÿçĕсене чĕререн тав тăватăп.

Галина Андреевна республикăри çемьесен пултарулăх фестивалĕсене пĕрре кăна мар хутшăнса Дипломсем çĕнсе илнĕ. Çемье ушкăнĕнче ывăлĕ Миша (вăл Шупашкарти музыка училищин И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн вĕренекенĕ, З.Козлован «Уяв» ушкăнĕн солисчĕ), мăнукĕ Даша, хĕрĕсем Ольăпа Люба 2003 çулта республика конкурсĕн лауреат ятне çĕнсе илнĕ. Кăçалхи çакăн пек конкурсра та пулса иртнĕ зонăри ăмăртура мала тухса республикăри Акатуйра хăйсен пултарулăхне кăтартма тивĕçлĕ çемье ансамблĕ Галина Андреевна район тата республика халăхĕ умĕнче пысăк хака, чыс-хисепе тивĕçрĕ. Пурнăçпа тан утаççĕ «Парне» фольклор ушкăнĕн шăпчăкĕсем. Ман Галина Андреевна баяниста, ун пултаруллă «Парне» ушкăнĕн хăюллă артисчĕсене малашне те сулмаклă утăмсем, ăнăçу-çитĕнÿсем, çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул сунас килет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика