17 июня 2011 г.
Эпĕ çуралса ÿснĕ ялăм - Энĕшпуç. Чĕре тухса каяс пек тапать тăван яла пырса кĕрсен. Мĕн тери хитре те пысăк пирĕн ял.
Çулпа утнă май тĕрлĕ аса илÿсем килеççĕ пуçа. Акă эпĕ вĕреннĕ шкул хĕррипе утса пыратăп. Манăн куçсем хамăн класс чÿречисене шыраса тупрĕç. Хĕвел пайăркисем çутатнипе кантăк йăлтăртатса илет. Манăн юратнă пĕрремĕш вĕрентекен курăнмасть-ши тесе эпĕ кантăкран тимлĕн пăхрăм, анчах та ăна кураймарăм.
Зинаида Петровна, тава тивĕçлĕ учитель, тивĕçлĕ канăва тухнине аса илтĕм. Çулла çитсен хамăн пĕрремĕш вĕрентекене кайса курма хама сăмах патăм.
Майĕпен утнă май уçă сывлăш сăмсана кăтăкласа илет. Мĕн тери илемлĕ те пуян тавралăх! Пĕтĕм чун-чĕререн савăнатăп çак ялта çуралса ÿснĕшĕн.
Çамрăксем ялтан тухса кайма тăрăшмаççĕ. Хулара аслă пĕлÿ илеççĕ те яла специалистсем пулса таврăнаççĕ. Ĕç вырăнĕ сахал пулсан та çамрăксем аякка каймаççĕ.
Акă тăван пÿрт патне çывхарса пыратăп. Манăн юратнă кукамайпа кукаçи мана савăнса кĕтсе илчĕç. Кукамай сĕтел çине пан улми кукăлĕ кăларса лартрĕ. Унăн кукăлĕсем яланах питĕ тутлă пулаççĕ.
Манăн юратнă кил, мĕнле лайăх-çке кунта! Ăшă, пÿртре таса та çутă, çывăх çынсем юнашар. Нумай кирлĕ-ши манăн çамрăк чуна савăнмалăх;! Ахальтен мар ĕнтĕ аякка тухса каякан çынна, вăхăт иртнĕ май, тăван тăрăха, тăван атте-анне килне туртать.
Çуркунне çитсен манăн тăван ял татах та илемленсе каять. Йывăçсем симĕс тум тăхăнаççĕ, кайăк-кĕшĕксем вĕçсе килеççĕ, хурт-кăпшанкăсем пахчара сĕрлесе вĕçсе çÿреме тытăнаççĕ.
Мĕнле юратас мар-ха хамăн юратнă яла, тăван киле;! Вăл пире пурнăçăн аслă çулĕпе утма пиллесе кăларса янă. Малашне те пулăшса пырасса шанас килет.