17 июня 2011 г.
Кашни çыннăн кун-çулĕ тĕрлĕрен йĕркеленет. Пысăк Енккассинчи Федосья Архиповна Гаврилован пурнăçра хура-шурне сахал мар тÿсме тивнĕ. Ачалăхĕ йывăр пулнă. Ашшĕ Пĕрремĕш Тĕнче вăрçинче вилнĕ, амăшĕнчен те ытла ир тăлăха юлнă. Унăн кукашшĕ патĕнче ÿсме тивнĕ. Шкулта тăватă çул кăна вĕреннĕ пулин те вăл тавра-курăмĕпе палăрса тăнă. Выçлăх çулĕсенче нушине сахал мар тÿссе ирттерме тивнĕ. Пĕчĕклех лаша кÿлме вĕреннĕ. Вун çиччĕре качча тухнă. Юратнă мăшăрĕпе 8 ача ÿстернĕ. Ĕçрен пĕрре те хăраман вăл. Пурнăçĕ колхозпа çыхăннă. Малтанах Федосья Архиповна колхозра ĕçлекен çынсем валли çăкăр пĕçернĕ, хăмла пахчинче вăй хунă, унтан фермăна сыснасем пăхма кайнă. Ĕçне кура хисепĕ. Федосья Гаврилова районти «Чи лайăх свинарка» ята нумай хутчен илме тивĕç пулнă, ĕçре малта пыракансен слечĕсене хутшăннă. Тĕрлĕ грамотăсем панă пултаруллă хĕрарăма. Ывăл-хĕрне тĕрĕс воспитани парса çĕршыва юрăхлă çынсем ÿстернĕшĕн Ача амăшĕн медалĕпе чысланă Федосья Гаврилована. Паян ăна 5 ачи, 20 мăнукĕ, мăнукĕсен 14 ачи канлĕ ватлăх сунаççĕ. Çу уйăхĕнче вăл 99 çул тултарчĕ. Шел, ватлăх кунĕсенче ăна чир хуçса ÿкерчĕ. Халĕ вăл ывăлĕпе, кинĕпе пурăнать.