17 июня 2011 г.
Мускавра иртнĕ «Сĕт индустрийĕ – 2011» Пĕтĕм тĕнчери 9-мĕш куравра «Ядринмолоко» АУО тÿрех 5 чаплă наградăна илме тивĕçлĕ пулнă. Кунта Раççейĕн пур регионĕсенчи представителĕсем, чикĕ леш енчи çĕршывсем, вăл шутра Беларуç, Болгари, Германи, Итали, Китай, Литва, Польша, Украина, Франци, Швейцари çĕршывĕсем хутшăннă.
Курав шайĕнче йăлана кĕнĕ йĕркепе иртекен «Халăх дегустацийĕ» тата «Сĕт туса илессин ăнăçлăхĕ» дегустаци конкурсĕсенче сĕт отраслĕнчи 44 малта пыракан предприятин (вĕсен шутĕнче «Вимм-Биль-Данн», «Юнимилк») 228 сĕт продукцийĕ хушшинче «Ядринмолоко» АУОăн 2,5 процентлă кефирĕ, 20 процентлă хăйми, «Бифидок» йÿçĕтнĕ сĕт продукчĕ ылтăн медальсене çĕнсе илнĕ. Ĕçмелли 4 процентлă вĕретнĕ тата 3,2 процентлă «Российское» пастеризациленĕ сĕт Гран-При çĕнсе илнĕ. Çак çĕнтерÿсем «Ядринмолоко» туса кăларакан продукци пысăк пахалăхлă тата тутлă пулнине тепĕр хут çирĕплетрĕç.