АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван тавралăха пурте упрар

17 июня 2011 г.

Çулла таврара - сип-симĕс. Вăл хитре чечексемпе эрешленнĕ, хитре сасăсем кунĕн-çĕрĕн янăраççĕ. Хĕвел хытăран та хытă хĕртет, юхан шывсенчи шыв та ăшăнса çитнĕ. Çут çанталăк ырлăхĕ такама та çитĕ, ан ÿркен кăна ăна курса чĕререн савăнма. Вăрмансемпе улăх-çарансенче чечек çурнă ÿсен-тăрансем пуринчен те ытларах хăйсем патне илĕртеççĕ. Анчах та илемлĕ чечексем татса иличчен кăна хитре. Мĕн чухлĕ савăнтараççĕ пулĕ вĕсем çынсене улăх-çарансенче ларнă чухне. Вĕсене татса илнĕ хыççăн тавралăх çитре сăнне çухатса тĕксĕмленет, илемне çухатать. Çакăн çинчен çынсем нимĕн те пĕлмеççĕ тесе калама çук, ăна пурте лайăх ăнланаççĕ. Пĕтĕм сăлтавĕ - çынсем хăйсене хăйсем чарма пултарайманнинчен. Хаçатсемпе журналсенче тата кĕнекесенче хитре чечек çуракан ÿсен-тăрансене çĕклемĕпе татса таврăнни тавралăхшăн сиенлĕ пулнă пирки сахал мар çыраççĕ. Хăçан та пулсан çынсен чĕринче хĕрхенÿ туйăмĕ çуралĕ тесе ĕмĕтленеççĕ ученăйсем те. «Хĕрлĕ кĕнекене» те çапла пултăр тесе тунă-çке. «Йывăрлăха лекнĕ» ÿсен-тăрансемпе чĕр чунсене кĕртсе çырнă унта. Апла пулсан мĕнрен тытăнмалла-ха пĕтĕм ырă ĕçе;

Тавралăхшăн ырă ĕç тума кашни çыннăн хăйне пĕчĕкрен хăнăхтарса пымалла. Çуллахи вăхăтра шкул ачисем тавралăх илемĕпе вăрмансемпе юхан шывсем таврашне туртăнаççĕ. Ачасенчен нумайăшĕ ÿсен-тăрансене пуçтарса гербари тума пикенет. Вĕсене тунă чухне мĕн чухлĕ ÿсен-тăран пĕтет-ши; Кашни çулах кашни ача гербари хатĕрлени кирлех-ши; Çĕршывĕпе çу каçа мĕн чухлĕ ÿсен-тăран пĕтмесси пулĕ. Техникумсемпе институтсенче вĕренекен студентсем те ÿсен-тăрансене сахал мар пуçтараççĕ. Гербари хатĕрленĕ чухне сайра тĕл пулакан ÿсен-тăрансене тăпăлтарса илекен çынсем те тупăнаççĕ. Аслăрах класра вĕренекенсен ÿсен-тăрансене фотоаппаратпа ÿкерсе илмелле е уйрăм тетрадь çине ÿсен-тăран хăçан чечеке ларнине, вăл ăçта çитĕннине, вĕсене йышне çырса пымалла. Çакăн пек ĕçсен усси те пысăкрах.

Эмел курăкĕсенчен те чылайăшĕ сахал тăрса юлнă. Çынсем эмел курăкĕсене вăрăран акса çитĕнтерме хăнăхни вĕсене пĕтесрен çăлса хăварма пултарать.

Ÿсен-тăрансен чĕлхи çук. Тата вĕсене пулăшма пултараканĕ те çын кăна. Апла пулсан кашни çын чĕринче ырă кăмăл яланах çуралтăр тата пурăнтăр.

Çу илемĕ яланах çынсене савăнăç тата ырлăх кăна кÿтĕр. Пирĕн ялтан инçех те мар Шăхаль тата Илянки вăрманĕсем вырнаçнă. Унта мăнаçлă юман, вĕрене, шурă хурăн, çирĕк, çăка-шĕшкĕ, пилеш, хурама ÿсет. Вăрманта чĕр чун тĕнчи те пуян: чее тилĕ, хăравçă мулкач, пăши, кăпăшка хÿреллĕ пакша... Мĕн тĕрлĕ кайăк çук пуль тата кунта: ăсан, хĕрлĕ пĕсехеллĕ уйăп, капăр кăсăя...

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика