07 июня 2011 г.
Сĕт рынокĕнче сĕте туса илекенсемпе тата ăна тирпейлесе хатĕрлекенсемпе сутакансем хушшинче яланах ансат мар хутшăнусем пулнă. Кашниех хăйне сахалрах тупăш тивĕçет тесе тарăхать. Сĕте туса илекене ăна туянакан завод кÿрентерет пек туйăнать, сĕт завочĕ вара хăйĕн продукцине еплерех сутнипе кăмăлсăрланать. Çакăн пек лару-тăрура вĕсем хушшинчи хутшăнусем ĕçлĕ хутшăнусенчен мала каймаççĕ:сĕт туса илнĕ, ăна завода илсе килнĕ, укçа илнĕ... Çапах та пирĕн республикăра çак ял хуçалăх продукцине туса илекенсемпе ăна хатĕрлекенсем пĕр-пĕринпе, пĕрре те ÿстермесĕр каласан, кал-кал ĕçлесе пурăнакан район пур.
Етĕрне районĕ яланах сĕт паракан выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе вăйлă аталаннипе палăрнă. Çакна выльăх апачĕн вăйлă никĕсĕ, тăтăшах сĕте тирпейлесе хатĕрлемелли малти технологисене вăя кĕртни, ăратлă выльăх ĕрчетни пулăшсах пыраççĕ.
Анчах та чи кирлĕ фактор - районта сĕте тирпейлесе хатĕрлекен «Ядринмолоко» акционерсен уçă обществи предприятийĕ пурри. Çак завод Чăваш Енре чи вăйлă аталаннă предприятсенчен пĕри, унăн продукцийĕ республикăра кăна мар, унăн тулашĕнче те анлă сарăлать.
Предприяти паянхи кун финанспа экономика тĕлĕшĕнчен ура çинче çирĕп тăнине çирĕплетекен темиçе цифра та илсе кăтартма пулать. Ку вăл палăрмаллах пысăк налук тÿлевĕсем, Етĕрне шайĕнче пысăк укçа ĕçлесе илни (вăтам ĕç укçи 17 пин тенкĕ). Хула аталанăвĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă спирт завочĕ хупăнни сĕте тирпейлесе хатĕрлекен предприятире тăрăшакансемшĕн лайăх тĕслĕх мар. Хăйсем ĕçлекен завод паянхи пурнăçпа тан пынăшăн, ăнăçлă ĕçленĕшĕн савăнаççĕ кăна вĕсем. Çавăнпа та «Ядринмолоко» АУОра тăрăшакан 200 яхăн çын хăйсен ĕç вырăнĕсене еплерех хаклани паллă.
Предприяти ăнăçлăхĕ заводри менеджмент политикине еплерех тытса пынинчен те нумай килет. Завод руководителĕсем районти хуçалăхсемпе шанчăклă хутшăнусене тытса пыраççĕ, мĕншĕн тесен вĕсем паха йышши продукципе тивĕçтерсе тăмасан предприяти ÿсĕмлĕ ĕçлесе пыраймасть. Çавăн пекех ял хуçалăх предприятийĕсен ăнăçлăхĕ те «Ядринмолоко» АУО пулăшăвĕсĕр пулмасть. Кăçал вĕсене сĕт антаракан 120 ĕне туянмалăх укçа-тенкĕ панă. Çурхи уй ĕçĕсене туса ирттерме (удобрени, çунтармалли, сĕрмелли материалсем туянма) - 23 миллион тенкĕ, выльăх апачĕ туянса хума - 20 миллион тенкĕ уйăрнă. Пĕлтĕрхи типĕ çанталăка пула тÿснĕ тăкаксене пула çак пулăшусăр ял хуçалăх ĕçĕсене пурнăçлама май килмĕччĕ.
Завод ял хуçалăх предприятийĕсен стратеги пĕлтерĕшлĕ пысăк задачисене те пурнăçлать. Пурне те паллă ĕнтĕ, юлашки çулсенче, уйрăмах пĕлтĕр, чылай районсенче мăйракаллă шултра выльăх йышĕ чакрĕ. Выльăх (уйрăмах ĕнесен) шутне чакарас мар тĕллев республика руководствин тĕп задачисенчен пĕри пулса тăчĕ. Çакăн валли ăратлă выльăх ĕрчетмелле, анчах та пĕтĕлентерекен - техник профессипе ĕçлекенсем сахал. Çавна кура Етĕрнери сĕт завочĕ 3 çул каялла çак специалистсем валли ятарлă конкурс ирттернĕччĕ. Вĕсен ĕç премийĕ палăртнă ĕçсене пурнăçланăшăн 12 пин тенке çитет. Çапла палăртнă мероприятисене пурнăçласа ĕрчев пĕрре çурă таранччен ÿсрĕ.
Пĕр сăмахпа каласан «Ядринмолоко» АУО районта нумай сĕт паракан пысăк кĕтÿ пултăр тесе пур енлĕн тăрăшать. «Çак тĕллевсене пурнăçлама вара пур мел те лайăх», - тет вырăнти ял хуçалăх ветеранĕ, нумай çул хушши района ертсе пынă Л.Софронов. «Ялсенче пушă ларакан, пăрахăçланă фермăсем, лаша витисем сахал мар. Районта çак пăрахăçланă хуçалăхсен вырăнĕнче çемье фермисем тума инвентаризаци комиссийĕ тунă. «Ядринмолоко» çакăн пек проектсенчен пĕрне инвестицилеме хатĕр. Ку сĕт паракан ĕнесен йышне, çавна май туса хатĕрлемелли, тирпейлемелли продукцие ÿстерме май парĕ», - пĕлтерет хăйĕн шухăшне Леонид Софронович.
Ăратлă ĕнесем ĕрчетес ĕçе лайăх йĕркелесе яни хĕллехи вăхăтра та сĕт сăвăмне палăрмаллах чакарма май памасть.
Завод вара малалла пырать - хуçалăх фермисенче сивĕтекен танкерсем вырнаçтарать. Тĕслĕхрен, вăл «Выльский» ЯХПКăн фермине çакăн йышши оборудованипе тивĕçтернĕ. Сĕтпе тивĕçтернĕ шутран эффективлă апат хутăшĕсем уйăраççĕ. Халăх та чылай пулăшу илет. Акă «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕ вăя кĕричченех «Ядринмолоко» уйрăм хушма хуçалăх ертÿçисене ĕне туянма (енчен те вĕсем сĕте çак завода пама хатĕр пулсан) 20-шер пин тенкĕ уйăрма пуçланă. Çакăн пек пулăшăва 40 хуçалăха панă.
Заводăн производство тухăçлăхĕ, финанс, маркетинг политикин ăнăçлăхĕ пĕр шухăшлă пулса ĕçлекен пысăк квалификациллĕ специалистсен командисĕр пулмасть. Предприятире пулнă май персоналăн ĕçченлĕхне те, ыр кăмăллăхне те лайăх туятăн. Май уйăхĕ тăршшĕпех «Ядринмолоко» хăй хатĕрлесе кăларнă сĕте сутса пынă тупăшран Етĕрнери ачасен çуртне парса пулăшнă.
Коллектив тĕрлĕ ÿсĕмри çынсенчен тăрать, çапах та 30-35 çулти специалистсем ытларах. Чăннипех хисепе тивĕçлĕ мастер Н.Голыбина Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп Грамотине илнĕ, А.Пиксина аслă мастер ЧР Ял хуçалăхĕн Тава тивĕçлĕ ĕçченĕ пулса тăнă. ЧР Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотисене çавăн пекех Н.Тарасова, З.Боброва, З.Медведева та илме тивĕçлĕ пулнă. Хăйĕн ветеранĕсем çинчен те манса каймасть завод, Т.Суворова, С.Афанасьева - уйрăмах пысăк хисепре. Кашни професси уявĕнчех предприятин партнерĕсем те хавхаланăва тивĕçеççĕ. Завод П.Арсеньев ячĕллĕ премине те йĕркелесе янă, ăна чи лайăх хуçалăхсем тата уйрăм ĕçченсем илеççĕ.
...Кашни кунах республикăри хуласемпе районсем тăрăх çÿресе вуншар автомашина халăха кирлĕ юр-вар продукцийĕпе тивĕçтереççĕ. Вĕсен хушшинче Вăрмар район лавккисене (райпо, «Березка», «Майя», «Все для Вас», «Мария» уйрăм çынсен лавккисене) те эрнере 3 хутчен - тунти кун, юнкун, эрне кун - ирхинех «Ядринмолоко» заводăн паха продукцине илсе çитереççĕ. Каçхи сменăра хатĕрлесе кăларнă пур сĕт продукцине (кефир, ряженка, бифидок, йогурт, сĕт, тăпăрч, услам çу) илекен ирхине туянма та пултарать. «Ядринмолоко» туса кăларнă продукци паха сĕтрен кăна, çавăнпа та халăх ăна кăмăллать.
«Ядринмолоко» опычĕ, ял хуçалăхĕ темĕнле йывăрлăхра пулсан та, хăйĕн ăнăçулăхĕпе савăнтарать. Çакăн пек предприятисем хăйсене кăна мар, уйсенче тата фермăсенче тăрăшакансене те пĕтме памаççĕ.