07 июня 2011 г.
Иртнĕ шăмат кун Вăрмар районĕнчи 58-мĕш Акатуй уявĕ иртрĕ.
Савăнăçлă кăмăл-туйăмпа пуçтарăнчĕç тĕп стадиона çурхи ака-суха ĕçĕсене вĕçленĕ хыççăн пур кăмăлтан савăнса ирттермелли уява ĕç паттăрĕсем, çамрăксем, мăшăрсем, ачасем. Вăрмар халăхне уяв ячĕпе саламлама ЧР ял хуçалăх министрĕн заместителĕ Л.Николаев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ Г.Васильев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн советникĕ В.Алексеев, «Акконд» АУОăн профсоюз комитечĕн председателĕ О.Михайлова, Вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхĕн вице-президенчĕ В.Нягин тата çак ентешлĕхĕн представителĕсем килсе çитрĕç. Уяв районти культура ĕçченĕсен илемлĕ ташшинчен пуçланчĕ, сцена çинчи ахаль ташă пулмарĕ ку, сюита çемĕпе акăш евĕр илемлĕ хусканусем турĕç хĕрарăмсем, чăваш тумĕ тăхăннă арçынсем вара ака тунине сăнласа кăтартрĕç. Акатуя Вăрмар район пуçлăхĕ - район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ В.Павлов уçрĕ, çурхи ака-суха ĕçĕсене вĕçленĕ ятпа пурне те саламларĕ. Чи хумхануллă самант - Чăваш Патшалăх ялавне хăпартасси, ăна хăпартма «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрикинче хур пăхакан Е.Николаева тата «Шигали» ял хуçалăх производство кооперативĕнче механизатор пулса тăрăшакан В.Петров тивĕçлĕ пулчĕç.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин районти çурхи ĕçсене вăхăтра тата пахалăхлă вĕçленĕ ятпа саламларĕ çĕр ĕçченĕсене. Сцена çинче акара палăрнă хуçалăхсене, çĕр ĕçченĕсене хаклă парнесемпе, дипломсемпе чысларĕç.
Уявăн официаллă пайĕ хыççăн районти художествăлла пултарулăх ушкăнĕсен концерчĕ иртрĕ. Çавăн пекех спорт мероприятийĕсем те пысăк активлăхпа иртрĕç.
Уяв пуçламăшĕнчех Вăрмар район депутачĕсен Пухăвĕн йышăнăвĕпе савăнăçлă лару-тăрура район пуçлăхĕпе В.Павловпа район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин РФ тата ЧР культура ĕçченне Н.Прокопьева «Вăрмар районĕн Хисеплĕ гражданинĕ» ят пачĕç.
Çурхи ака-сухана пысăк пахалăхпа туса ирттерсе пĕрремĕш вырăна «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрики, иккĕмĕшне «Шигали» тата «АгроЧаки» хуçалăхĕсем тухнă, виççĕмĕшне «АгроВладина» тулли мар яваплă общество йышăннă. Хресчен (фермер) хуçалăхĕсем хушшинче пĕрремĕшне «Ямуков Г.Н.», иккĕмĕшне «Иванов В.Н.», виççĕмĕшне «Павлов В.Ф.» тата «Иванова О.А.» хуçалăхсем тухнă.
«Ака чемпионĕ - 2011» ята «Шигали» хуçалăх механизаторĕ В.Петров илчĕ. Иккĕмĕш вырăна «АгроЧаки» хуçалăхри Н.Васильев, виççĕмĕш вырăна «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрикинчи С.Николаев йышăннă. «Акмалли çĕре пахалăхлă хатĕрлекен - 2011» ята «АгроЧаки» обществăра тăрăшакан Н.Васильев тивĕçнĕ. Иккĕмĕш вырăна «Шигали» ЯХПКри Ю. Петров, виççĕмĕшне «Урмарская» фабрикинчи И.Николаев тухнă.
Çавăн пекех выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарас, кăçалхи 5 уйăхра сĕт тата аш-какай туса илес кăтартусене шута илсе «100 гектар çĕр лаптăкĕпе усă курса сĕт туса илессипе экономика ăмăртăвĕн çĕнтерÿçи» ята «Средний Аниш» (ертÿçи П.Крылов) тулли мар яваплă общество, «100 гектар çĕр лаптăкĕпе усă курса аш-какай туса илес ăмăртăвăн çĕнтерÿçи» ята «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики (ертÿçи Н.Петров) тивĕçнĕ. «Средний Аниш» хуçалăхри С.Васильева «Районти чи лайăх доярка - 2011» пулнă. «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрикинчи Г.Войкова «Чи лайăх кайăк-кĕшĕк пăхакан - 2011» ята тивĕçрĕç.
ЧР ял хуçалăх министрĕн заместителĕ Л.Николаев çĕр ĕçченĕсене патшалăх наградисемпе чысларĕ. АПКра нумай çул хушши тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрикин склад заведующийĕ Т.Степанова РФ ял хуçалăх министерствин Тав çырăвне тивĕçнĕ. Çавăн пекех ЧР ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотисемпе «Веха» хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертÿçин çумне Р.Егорова, «Передовик» агропромышленность комплексĕн директорне В.Кандакова, «Урмарская» хуçалăхри кайăк-кĕшĕк пăхаканне Е.Николаевана, «Арабоси» агрофирма» тулли мар яваплă обществăн трактористне П.Семенова чысларĕç. «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ» ята «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрикин тракторисчĕ Н.Петров, ЧР Президенчĕн Тав çырăвне Энĕшпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О.Иванов тивĕçрĕç.
Усă курман ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене акса-сухаласа хăварассипе «АгроЧаки» тулли мар яваплă общество чи лайăххисен шутĕнче.
Хула, ял тăрăхĕсем хушшинчи экономика ăмăртăвĕнче Кивĕ Вăрмар ял тăрăхĕ пĕрремĕш, Вăрмар хула тăрăхĕ иккĕмĕш, Пинер ял тăрăхĕ виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ. Вĕсен пуçлăхĕсем те сцена çине тивĕçлĕ дипломсемпе парнесем илме хăпарчĕç.
Район культурине пысăк тÿпе хывнăшăн, художествăлла пултарулăх концерчĕсен пĕтĕмлетĕвĕсене шута илсе «Акатуй-2011» ячĕпе «Чи лайăх художествăлла пултарулăх коллективĕ» номинацире «Чулкасри Культурăпа кану центрĕ» тата «Арапуçĕнчи Культурăпа кану центрĕ» культурăн муниципаллă учрежденийĕсем çĕнтерÿçĕсем пулчĕç.
Район экономикин аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн «Акатуй» ячĕпе производствăра палăрнă çак çынсем райадминистрацийĕн Хисеп грамотипе тата хаклă парнисене тивĕçрĕç: И.Казакова («Арабоси» агрофирма» тулли мар яваплă обществăн генеральнăй директорĕ), çак хуçалăхри А.Васильев тракторист, Л.Баранова доярка, Л.Николаева («Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрикинчи кăркка пăхакан), Е.Николаева («Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрикинче хур пăхакан), В.Петров, В.Григорьев («Шигали» кооперативĕн механизаторĕсем), Н.Ануфриева («Шигали» ЯХПКри бухгалтер), Е.Иккишина («Средний Аниш» тулли мар яваплă обществăри тĕп бухгалтер), А.Крылов («Средний Аниш» тулли мар яваплă обществăри механизатор), Ю.Федоров («Федоров Юрий Брониславович» хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертÿçи), Г.Владимиров («Владимиров Геннадий Вячеславович» хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертÿçи), В.Сергеев («Сергеев Вячеслав Михайлович» хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертÿçи), Т.Гурьева («Павлов Вячеслав Федорович» хресчен (фермер) хуçалăхĕн поварĕ), В.Николаев («Ямуков Геннадий Николаевич» хресчен (фермер) хуçалăхĕн тракторисчĕ), О.Иванова («Иванова Ольга Анатольевна» хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертÿçи), А.Яковлев (АгроРесурсы» тулли мар яваплă обществăри механизаторĕ), Л.Иванова («Шоркистринский» кооперативăн склад заведующийĕ), Э.Николаева ( Аслă Чакри райпо лавккин заведующийĕ), А.Смирнова («Юность» кафе поварĕ, «Общепит» тулли мар яваплă обществăн бухгалтерĕ), О.Иванов («Выльăх чирĕсемпе кĕрешекен Вăрмар район станцийĕ» патшалăх учрежденийĕн ветеринарипе санитари экспертизи лабораторийĕн заведующийĕ), Р.Гурьев («Павлов Вячеслав Федорович» хресчен (фермер) хуçалăхĕн склад заведующийĕ).
Вăрмар район администрацийĕн Тав çырăвне тата хаклă парнине «Вăрмарти çăкăр завочĕ» тулли мар яваплă общество водителĕ К.Петров тата «Светлана» тулли мар яваплă обществăри В.Алексеева çĕвĕç тивĕçлĕ пулчĕç.
ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Г.Васильев Вăрмарсене уяв ячĕпе саламларĕ, «Ялсен 2013 çулчченхи аталанăвĕ» тĕллевлĕ федераллă программа шайĕнче пурăнмалли условисене лайăхлатмалли социаллă тÿлеве илмелли свидетельствăсем пачĕ. Çак документсен хуçисем Л.Петрова («Колосок» ача сачĕн кĕçĕн воспитателĕ) тата Л.Титова (Урнар шкулĕнчи техслужащи) пулчĕç.
Акатуй спорт мероприятийĕсемпе пуян пулчĕ. Шашистсемпе шахматистсен турнирĕнче шашкăлла выляса пĕрремĕш вырăна А.Агапова (Вăрмар поселокĕ), В.Евгеньев иккĕмĕш, Н.Иванов (Мăнçырма) виççĕмĕш пулчĕç.
Шахматистсен тупăшăвĕ те интереслĕ иртрĕ. А.Гавриловпа О.Вакин пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене пайларĕç. Н.Алексеевăн (Сĕнтĕрвăрри) виççĕмĕш вырăнпа килĕшмелле пулчĕ.
Спорт çуртĕнче дартс енĕпе ăмăртусем иртрĕç. Арçынсенчен пĕрремĕш вырăна И.Горблюк (Патти) тухрĕ. Р.Игнатьевпа М.Алексеев (Кивĕ Вăрмар) - иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче.
Хĕрарăмсенчен чи пултарулли Е.Тян (Энĕшпуç) пулчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене М.Мальковапа (Кивĕ Вĕренер) Е.Федорова (Вăрмар поселокĕ) тивĕçрĕç.
Кире пуканĕ йăтассипе арçынсенчен Раççей спорт мастерне А.Агеева (Арапуç) çитекенни пулмарĕ. А.Калановпа (Кивĕ Вĕренер) А.Степанов (Кавал) иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç.
Хĕрарăмсенчен 16 килограмлă кире пуканне 110 хут çĕклесе А.Андреева (Кĕтеснер) пурне те тĕлĕнтерчĕ. Е.Тян (Энĕшпуç) - иккĕмĕш вырăнта. Турник çинче чи нумай туртăнаканни А.Хованский (Вăрмар поселокĕ) пулчĕ. С.Гавриловпа А.Лисицын (Вăрмар поселокĕ) иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç.
Нумайăшĕ алă вăйĕ виçессипе кăсăкланчĕç. Арçынсенчен Ю.Петров (Пĕчĕк Енккасси) çĕнтерчĕ. И.Ивановпа (Кивĕ Вăрмар) Д.Михайлов (Вăрмар поселокĕ) малти вырăнсене тивĕçрĕç. Хĕрарăмсенчен чи пултарулли пулнине А.Андреева (Кĕтеснер) çирĕплетсе панă. Н.Эверсковапа (Кивĕ Вăрмар) Е.Тян (Энĕшпуç) иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсемпе килĕшрĕç.
Тăршшĕне сикессипе Н.Григорьев (Мăнçырма) 4 метр та 96 сантиметр сиксе пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене А.Мефодьевпа С.Игнатьев (Вăрмар поселокĕ) тухрĕç. Хĕрарăмсем те кăмăллаççĕ спортăн çак тĕсне. М.Малькова (Кивĕ Вĕренер) 3 метр та 50 сантиметр сикме пултарчĕ. О.Ивановапа (Вăрмар поселокĕ) В.Алексеева (Кавал) - иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче.
Арçынсем 30 метра чупса ăмăртрĕç. Ку хутĕнче Тутар Республикинчи Маматăш ялĕнчи И.Сабиров çĕнтерчĕ. А.Ивановпа (Вăрмар поселокĕ) А.Александров (Çĕнĕ Мăнтăр) - иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче.
Волейболла выляса Вăрмар поселокĕн команди Энтрияль командине çĕнтерчĕ.
Канат туртассипе Мăнçырма ял тăрăхĕн команди лайăх хатĕрленнĕ, пĕрремĕш вырăна тивĕçрĕ. Вăрмар хула тата Энĕшпуç ял тăрăхĕсен командисем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсем йышăнчĕç.
Акатуйăн чи интереслĕ саманчĕ - кĕрешÿ. Ăна чи çамрăккисем пуçларĕç. 70 килограмм таран таякан спортсменсем хушшинче кĕрешÿ паттăрĕ ятне А. Назаров (Çĕнĕ Шулхан) çĕнсе илчĕ, ăна така парнелерĕç. Ю.Гурьевпа (Мăнçырма) А.Иванов (Вăрмар поселокĕ) иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç.
70 килограмм ытларах таякан кĕрешÿçĕсем хушшинче чи паттăрри А.Степанов (Энĕшпуç) пулчĕ, ăна та така тивĕçрĕ. М.Мурдфунов иккĕмĕш вырăна юлчĕ. Э.Владимиров (Вăрмар поселокĕ) виççĕмĕш пулчĕ.