АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ашшĕпе ывăлĕн фронтри тĕл пулăвĕ

03 июня 2011 г.

Ашшĕпе ывăлĕ е тăванĕпе çывăх çынни, ялти çын фронтра - вăрçă хирĕнче тĕл пуласси пурнăçра сайра тĕл пулакан самант. Çакă, çыракан йĕркесенче, эпĕ хамăр ялти Василий Васильевич Павловскийпе - ашшĕпе ывăлĕ - ашшĕ ячĕ пекех Василий Васильевич Павловский çинчен каласа парасшăн.

В.Павловский - ашшĕ, 1898 çулта Пĕчĕк Енккасси ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. 1912 çулта Урнарти 4 класлă шкулта вĕренсе пĕлÿ пухнă. 1917 çулхи февраль уйăхĕнче Вăхăтлăх правительство çарĕнче пулать. Октябрьти революци патша влаçне çĕнтерсен Совет влаçĕн салтакĕ граждан вăрçинче шуррисене хирĕç çапăçнă. Служба вăхăтĕнче артиллери дивизионĕнче орудисене юсакан мастер пулнă. Салтак службине 1921 çулта вĕçлесе яла таврăнать. 1923 çулта Пысăк Енккасси ялĕн хĕрĕпе Анисия Александровапа çемье çавăрса 8 ача çуратаççĕ, анчах та ултă ача хĕрлĕ шатра, скарлатина чирĕсемпе чирлесе çамрăклах çут тĕнчерен уйрăла-уйрăла пынă. Ялта колхозсем йĕркеленсен çемйипех колхоза кĕреççĕ. Малтанхи вăхăтра колхозри тĕрлĕ ĕçсенче, ферма ертÿçинче вăй хурать. 1936-1941 çулсенче хамăр ялти «Ударник» колхоза ертсе пырать. Мирлĕ пурнăçа нимĕç фашисчĕн салтакĕсем пирĕн çĕршыв çине вăрçăпа тапăнсан татнă. 1941 çулхи сентябрь уйăхĕнче В.Павловский колхоз председателĕн ĕçне урăх çынна парса хăварса, арăмĕпе, ачисемпе тăванĕсемпе, ял-йышпа сыв пуллашса фронта нимĕç салтакĕсемпе çапăçма тухса каять.

Фронтра вăл 928-мĕш номерлĕ секретлă уйрăм ротăра правительствăпа çыхăну йĕркелекен çыхăнуçă (связист) пулнă. Вăрçă хирĕнче тем тĕрлĕ терт-нуша та курнă, вилĕмпе те хире-хирĕç темиçе те тăма тивнĕ.

Хĕрлĕ Çар чаçĕсемпе пĕрле В.Павловский Румынипе Болгари çĕршывĕсене ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă. Болгари çĕрĕ çинче Константа хули çывăхĕнче 1945 çулхи апрелĕн 18-мĕшĕнче кĕтмен туман çĕрте вăл хăйĕн ывăлĕпе Василийпе тĕл пулать. Командовани вĕсене икĕ талăк пĕрле пулма ирĕк парать. Тĕлĕнмелле тĕл пулура асăнмаллăх сăн ÿкерттернĕ, тăван киле çырупа ярса панă.

В.Павловский ывăлĕ (кĕçĕнни) 1924 çулти Пĕчĕк Енккасси ялĕнче çуралнă. Пысăк Енккассинчи вăтам шкула 1941 çулта вăрçă пуçланнă кун вĕренсе пĕтерсе алла аттестат илет. Фронта 1942 çулхи августăн 22-мĕшĕнче 18 çул тултарсан тухса каять. Август-ноябрь уйăхĕсенче пĕр чаçĕн артиллери дивизийĕн курсне вĕренсе тухнă тÿрех çапăçăва кĕнĕ. 1942 çулхи ноябрь уйăхĕн вĕçĕнче йывăр аманнă. 1943 çулхи июль уйăхĕччен Красноярск хулинчи госпитальте сипленнĕ. 1943 çулхи сентябрь уйăхĕнчен пуçласа мĕн вăрçă вĕçлениччен уйрăм штурмовой полкра радист-пулеметчик пулнă. 1947 çулхи март уйăхĕнче демобилизаци йĕркипе тăван киле таврăнать. Шупашкарти педагогика институтне вĕренсе пĕтерсен математика учителĕ пулса тухать. Кĕтеснерти 7 çул вĕренмелли шкул директорĕнче 1952-1954 çулсенче ĕçлет, ун хыççăн Энĕшпуç, Аслă Чак, Урнар шкулĕсенче математика предметне ачасене вĕрентет. 1950 çулта Аслă Чак хĕрĕпе Елена Егоровнăпа, çемье çавăрать. Вăрçă суранĕ унăн сывлăхне çултан-çул хавшатсах пынă. 1980 çулта йывăр чирлесе выртнă хыççăн вăхăтсăр çĕре кĕрет.

Ашшĕ, В.Павловский, совет халăхĕпе унăн мухтавлă Çарĕ нимĕç çарĕсене çĕнтерсен 1945 çулта орденсемпе медальсем çакса киле таврăнать. Çартан таврăнсанах тепĕр уйăхранах 1945 çулхи декабрь уйăхĕнче ăна ял халăхĕ «Ударник» колхоз председателĕ пулма суйлать. Вăл колхозниксене ĕçре хавхалантарса пырса колхоза çултан-çул аталантарса пынă. Çĕнĕрен выльăх витисем, тырă хумалли складсем тата ытти хуралтăсем çĕкленеççĕ. Хăйĕн ĕç кунне вăл яланах лашапа вăкăр витисенчен пуçлатчĕ. Мĕншĕн тесен туртăм вăйĕ колхозра тĕп вырăнта пулнă. Колхозниксене ĕç кунĕ тăрăх тырă, утă улăм валеçсе парассине малти вырăна хунă. Колхозниксем унăн ĕçне тивĕçлипе хакланă. 1951 çулхи февралĕн 7 -мĕшĕнче йывăр чире пула 53 çултах, пĕрремĕш мăнукĕ Коля çуралнине пĕлмесĕрех, куçне ĕмĕрлĕхех хупать. 1951 çулта Аслă Чак, Кĕçĕн Чак, Атнаш тата пирĕн ялти пĕчĕк колхозсене пĕрлештерсе Аслă Чакра çĕнĕрен «Ударник» колхоз йĕркелерĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика