АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ши каять, пи каять ...

03 июня 2011 г.

«Агропромышленность комплексне аталантарасси» наци проектне пурнăçлассипе «Ресурсы» агрофирма лайăххисен шутĕнче. Кăçал вĕсем 20 гектар çинче тухăçлă хăмла туса илме палăртаççĕ. Ку енĕпе хальхи вăхăтра асăннă агрофирмăра хĕрÿ ĕç пырать. Вĕсен хăмла плантацийĕсем Çĕнĕ Вĕренер, Мăнçырма, Кавал, Кĕтеснер уйĕсенче вырнаçнă. Çĕнĕ Вĕренерти сакăр, Кĕтеснерти икĕ гектар хăмла плантацийĕсенче пултаруллă ĕçченсем хăмла çиппи карса та тухнă. Çак ĕç Мăнçырмари хăмла участокĕнче те вĕресе тăрать. Кунта хăмлаçăсен бригади 2 гектар хăмла çиппи карнă. В.Мишин механизатор вĕсен ĕçне май пур таран çăмăллатассишĕн тăрăшать.

Палăртма кăмăллă: «Ресурсы» агрофирма çулран çул хăмла сорчĕсене çĕнетсе пырать. Кăçал Çĕнĕ Вĕренерте «Подвязный» сорт 2 гектар лартнă. «Хăмла плантацийĕсене кашни çулах çĕнетсе пыма тăрăшатпăр. Тухăçлă хăмла туса илес тесен çĕнĕ сортсем лартса хăвармалла. Çакă малашлăхра пире Раççей рынокĕнче курăмлă вырăн йышăнма май парĕ», - терĕ агрофирма пуçлăхĕ Сергей Леонидович Дмитриев хăмла плантацийĕсемпе паллаштарнă май. Хăмла лартса туса илнисĕр пуçне ăна вырăнтах тирпейлĕ тавар продукцийĕ туса кăлараççĕ. Ку енĕпе ятарласа цех ĕçлет. Пĕрчĕленĕ хăмлана Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсене ăсатаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика