27 мая 2011 г.
Пултаруллă писатель, чăн-чăн художник, общество пурнăçĕнче ырми-канми вăй хуракан чăваш халăх писателĕ Юхма Мишши çуралнăранпа 75 çул çитнĕ ятпа тĕрлĕрен ĕçсем пулса иртрĕç Тикашри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта.
Юхма Мишшин «пултарулăх тĕнчине» илсе кĕмен пулсан эпир унăн 200 ытла кĕнеке ячĕсене пĕлмен те пулăттăмăр. Истори темипе çеç мар, ачасем валли çырнă хайлавĕсем те пире питĕ килĕшрĕç. Вуланипе куçпа курни пĕр мар пекех ĕнтĕ 1-6 классенче вĕренекенсем писатель пьеси тăрăх лартнă «Шăна кăмпи» спектакле курма Шупашкара пукане театрне кайрĕç. Çула май Шупашкарта космонавтика музейĕнче пулчĕç, пушар хăрушсăрлăхĕн музейне кĕрсе унти экспонатсемпе, стендсемпе, чуна пырса тивекен ĕçсемпе паллашрĕç.
Юхма Мишши хайлавĕсем тăрăх тунă ÿкерчĕкĕсем ачасен ÿкерес ăсталăхне аталантарас тесе Ю.Чернов урокра та, уроксем хыççăн та нумай ĕçленине кăтартса параççĕ. Художник таланчĕ пур ачасем шкулта нумай. Уйрăмах А.Ленскаяпа, М.Кабакована палăртмалла. Вĕсем тăрăшнипе Юхма Мишшине халалласа кăларнă хаçатсен конкурсĕнче 8-9 классен хаçачĕсем чи лайăххисем пулчĕç.
Юхма Мишшин пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе тĕплĕнрех паллашма пире чăваш чĕлхипе литература кабинетĕнче йĕркеленĕ стенд пулăшать. Мероприятисен планĕсĕр пуçне унта писатель хайлавĕсем, ун çинчен çырнă материалсем улшăнсах тăчĕç.
Шкулта туса ирттернĕ ĕçсене пĕтĕмлетсе палăрнă вĕренекенсене тата классене палăртса дипломсем парса чысларĕç. Шупашкарти, К.В.Иванов ячĕллĕ литература музейĕнче Юхма Мишши юбилей «Эп хам сăмахăн ялавçи» темăпа курав йĕркеленине пĕлсен эпир, 8-мĕш класра вĕренекенсем, унта кайса курма кăмăл турăмăр. Музейра пире питĕ ăшшăн кĕтсе илчĕç, тĕплĕн каласа ăнлантарчĕç. Халиччен пĕлменнине нумай пĕлтĕмĕр эпир пултаруллă писатель çинчен. Килнĕ-килнех, Çеçпĕл Мишши музейне те каяс терĕмĕр. Сăлтавĕ те пур, пысăкки - Валери Туркай хăйĕн 50 çулхи юбилейĕ ячĕпе музейра викторина йĕркеленĕ. Музейра пулмасăр вара пĕр ыйтăвĕ çине те хуравласси пулмасть. Кунта та пире питĕ тарават кĕтсе илчĕç, «Чăвашшăн - чăваш» кураври материалсемпе паллаштарчĕç. Хамăра кирлисене палăртса çырса хутăмăр. Туркай çинчен нумай пĕлтĕмĕр эпир кунта, хăйне курнă, хăйĕнпе калаçнă пекех туйăнчĕ. Ытла та интереслĕ самантсем питĕ нумай пулчĕç. Шупашкарти экскурси кашнинчех чăваш артисчĕсемпе тĕл пулнипе вĕçленет. Хальхинче эпир «Василиса кин кĕртни» спектакль куртăмăр.