АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăхăтсăр сÿннĕ çăлтăр (Н.Гренадерские асăнса)

27 мая 2011 г.

Кĕске справка: Николай Гренадерский 1957 çулхи декабрĕн 11-мĕшĕнче Çиçтĕпе ялĕнче çуралнă. 1981 çулта çăмăл атлетикăпа Подольск хулинче ирттернĕ Пĕтĕм Союзри ăмăртура 1500 метра чупса пĕрремĕш вырăн йышăннă, СССР спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă. Чăваш тата Тутар республикисен темиçе хутченхи чемпионĕ тата рекордсменĕ, Раççей кĕмĕл призерĕ (1981 ç.).

Кăçалхи майăн 11-мĕшĕнче район центрĕнчи стадионта çăмăл атлетика енĕпе СССР спорт мастерне Н.Гренадерские асăнса районта мала тухассишĕн ăмăртусем тата уçă чемпионат иртрĕ. Вăлах шкул ачисен «Президентăн спорт вăййисем» зачет шучĕпе тата предприятисемпе учрежденисен, организацисем, район администрацийĕн, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен Кубокне çĕнсе илессишĕн кĕрешмелли тупăшу пулчĕ. Кăçалхипе иккĕмĕш хут йĕркелерĕç ку ăмăртăва.

Ăмăртăвăн тĕп судйи Вăрмарти А.Ф.Федоров ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕ С.Архипов спортсменсем ăмăртăва хутшăнма хатĕрри çинчен район администрацийĕн пуçлăхне К.Никитина рапорт пачĕ.

Константин Владимирович стадиона пухăннă халăха паянхи ăмăрту ячĕпе ăшшăн саламларĕ, спортсменсене ăнăçусем сунчĕ.

Пухăннисене çавăн пекех Кавалти шкулта физкультура учителĕ пулса ĕçленĕ, Н.Гренадерские спортăн анлă çулĕ çине тухма пулăшнă И.Таратин, пултаруллă спортсменăн Çиçтĕпери çывăх юлташĕ, Хусанта тренерта ĕçлекен СССР спорт мастерĕ И.Павлов саламларĕç, Н.Гренадерский çинчен ăшă сăмахсем каларĕç, çакăн пек ăмăртусене кашни çулах ирттерме сĕнчĕç. Спортсменсем уйрăмшарăн та, эстафетăра та, командăпа та ăмăртрĕç. Тĕрлĕ çулсенчи ушкăнсенче тупăшрĕç. 17 çула çитеймен çамрăксем 18-29, 30-39, 40-49, 50-59, 60-69, 70 çулхисем тата унтан та аслăраххисем. Арçынсем - 1500, хĕрарăмсем 800 метр чупрĕç.

Хăйсен ушкăнĕсенче пĕрремĕш вырăнсене В.Павлова (Энĕшпуç), Н.Михайлов (Вăрмарти пĕрремĕш номерлĕ вăтам шкул), К.Ерастова, А.Архипов (Мăнçырма), Л.Чумакова (Арапуç ял тăрăхĕ), А.Теплов (Чупай ял тăрăхĕ) йышăнчĕç. Предприятисемпе организацисенчен, учрежденисенчен пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене районти 39-мĕш номерлĕ пушар чаçĕн тата «Илем» физкультурăпа спорт комплексĕн командисем пайларĕç. Район администрацийĕн команди - виççĕмĕш вырăнта. Ял тăрăхĕсемпе илсен пĕрремĕш вырăнта - Чупайсем, иккĕмĕшĕнче - Энĕшпуçсем, виççĕмĕшĕнче - Шăхальсем.

Район администрацийĕн пайĕсем хушшинче пĕрремĕш вырăнта - ял хуçалăх, экологи тата çĕр хутшăнăвĕсен, иккĕмĕшĕнче - юридици, виççĕмĕшĕнче - культура, спортпа архив ĕçĕсен пайĕсем.

Мала тухнă спортсменсемпе призерсене дипломсемпе, медальсемпе тата асăнмалăх парнесемпе хавхалантарнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика