АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕнчене хитрелĕх çăлĕ

27 мая 2011 г.

Чăваш чĕлхи кунĕ умĕн республикăра 5-мĕш хут «Чăваш пики» конкурс иртрĕ. Унта тĕрлĕ районсенчен 12 пике хутшăнчĕ. Вăрмар тăрăхĕнчен хальхинче унта Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕрремĕш вăтам шкулти 10 в класра вĕренекен Арина Григорьева хăйĕн хитрелĕхĕпе тавра курăмне кăтартма кăмăл тунă.

Тĕнчене хитрелĕх çăлĕ тесе эпир мар, ун черченлĕхне питĕ лайăх пĕлекен çын каланă. Ăна хирĕç вара нимĕн те калаймăн - çакăнпа пурте килĕшеççех пулĕ. Çавăнпа конкурс кирлĕ, çакна вăл 5-мĕш хут иртни те çирĕплетет.

Кашниех конкурсра илемлĕ, пултаруллă, ăслă пулнине кăтартма тăрăшрĕ. Сăвă-юрă, электрон куравĕ урлă та паллаштарчĕç вĕсем хăйсемпе. Ăс-тăн аталанăвĕпе, тавра курăма палăртассипе çыхăннă тапхăрĕнче конкурсантсен К.Ивановăн «Нарспи» поэминчи Тăхтаман еплерех сăнар пулнине, Сентти кам иккенне, И.Я.Яковлев хăш ялта çуралса ÿснине, чăвашсен паллă спортсменĕсен ячĕсене асăнма тиврĕ. Тĕхĕмле апат пĕçерме пĕлмен чăваш хĕрĕ пур-и вара; Ку хутĕнче те пикесем жюри членĕсене хăйсем хатĕрленĕ шăрттанпа, хуплупа, хуран куклипе, тутлă яшкапа, сăрапа сăйларĕç.

Пирĕн район пики Арина конкурсра хăйне тивĕçлипе кăтартма пултарчĕ. «Чăваш пики-2011» ята çĕнсе илеймерĕ пулин те - çамрăк-ха, пурте малалла - конкурса хаклакансен ăшă сăмахне, куракансем тăвăллăн алă çупнине тивĕçрĕ. Çакăншăн вăл чи малтанах амăшне, Людмила Анатольевнана, ашшĕне, Юрий Валерьевича, спонсор пулса пулăшнă «Нефть-Тревэл» тулли мар яваплă обществăн генеральнăй директорне В.Павлова, Т.Трофимова, уйрăм предпринимателе, кĕвĕ-юрă йĕркелеме пулăшнăшăн районти Культура çурчĕн ĕçченĕсене тата «Парне» фольклор ушкăнне тав тăвать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика