27 мая 2011 г.
Иртнĕ эрнере Кĕтеснер ял çыннисем çуркуннехи «Йывăç кунĕ», акцие хутшăнса нумай-нумай йывăçсем лартса хăварчĕç.
Лесная ятлă урамра пурăнакан А.Яковлев пенсионер тата пĕр тăван каччăсем, Юрийпе Рудик Николаевсем, япăхса выртакан çырма хĕрне йĕркене кĕртсе çĕр тĕп ытла тĕрлĕрен йывăçсем лартрĕç.
Уйрăмах В.Алендей ячĕпе уçнă парка çĕнĕрен йывăçсем лартса хăварни асра юлмалла пулчĕ. Çак ĕçе ял çыннисем ыйтнипе ял администрацийĕ пуçарса йĕркелесе пычĕ. Малтанах Н.Андреева, А.Мрзукова тата Н.Николаева пенсионерсем вăрмана кайса пилеш, хурăн, çăка хунавĕсене илсе килчĕç. А.Михайлова, Ю.Владимирова, Е.Николаева пенсионерсем чие, çĕмĕрт, кÿкен тата ытти тĕрлĕ йывăçсен хунавĕсене илсе пычĕç. Вĕсем лартнă чухне пĕрисем шăтăксем чаврĕç, теприсем хунавсене лартса пычĕç, виççĕмĕшĕсем лартнă йывăçсене çийĕнчех шăварса пычĕç. Ку ĕçре А.Пегеевпа Э.Михайлов питех те хастар пулчĕç - пĕр чарăнмасăр шыв йăтса тăчĕç. Парка кĕрсе çÿремелли икĕ алăка В.Мефодьев тĕплĕн юсаса хучĕ. Çак пысăк ĕçе хĕрĕх ытла çын хутшăнса икçĕре яхăн йывăç лартса хăварчĕ. Кунта пенсионерсем те, учительсем те, çамрăксем те, шкул ачисем те ĕçлерĕç. Юлашкинчен пĕчĕк митинг пулчĕ. Пурте пĕр кăмăллă пулса хамăр ентеше, Чăваш халăх писательне В.Алендее асăнса унăн ячĕпе ырă ĕç туни çинчен каларĕç. Йывăç лартма хутшăннисен пысăк ушкăнĕ асăнмалăх сăн ÿкерттерчĕç.