27 мая 2011 г.
Чăваш Республикин Экономика аталанăвĕн министерствинче 2010 çулта яллă вырăнта ĕçе чи лайăх йĕркелессипе иртнĕ республика конкурсне пĕтĕмлетнĕ. 1000 тата ытларах çын пурăнакан яллă вырăнсем хушшинче «Ĕçе чи лайăх йĕркелекен халăх пурăнакан вырăн» номинацире пирĕн районти Кивĕ Вăрмар ял тăрăхĕ çĕнтерÿçĕ пулса тăнă.
Конкурсра республикăри 9 муниципаллă районти 18 яллă вырăн (конкурсăн пĕрремĕш тапхăрĕнчи çĕнтерÿçисем) хутшăннă. Пĕлтĕр çак номинацире районти Энĕшпуç ял тăрăхĕ çĕнсе илнĕччĕ.
Кивĕ Вăрмарта 2011 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне 622 хуçалăх шутланать, 1601 çын пурăнать. Вĕсенчен 187-шĕ «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрикинче тăрăшакансем. Çак хуçалăх пурри ял тăрăхне самай аталанма пулăшса пырать. Ялта 2010 çулта 18 ача çуралнă. Амăшĕн капиталĕн сертификатне иккĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасемшĕн 12 çемье илнĕ. «Ялсен 2012 çулхи социаллă аталанăвĕ» федераллă тĕллевлĕ программăна пурнăçласа 2010 çулта ялти çамрăк çемьесене тата специалистсене пурăнмалли условисене лайăхлатма федераллă бюджетран 238,62 пин тенкĕ, республика бюджетĕнчен 79,54 пин тенкĕ, вырăнти бюджетран 238, 62 пин тенкĕ уйăрнă. Ялта Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсем - 4-ăн, иртнĕ çул вĕсем пурте çурт-йĕр хăпартмалли е туянмалли свидетельствăсене алла илнĕ. Çавăн пекех вăрçă участникĕсен 8 тăлăх арăмĕсем пурăнмалли условисене лайăхлатмалли сертификатсемпе усă курнă.
2010 çулхи октябрь уйăхĕнчи суйлав хыççăн ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче - Николай Иванович Борисов. Ял халăхĕпе килĕштерсе ĕçлеме тăрăшать вăл. Пур йывăрлăх та ытларах укçа-тенкĕ çитменнипе çыхăннă. Çапах та çитĕнÿсем тума талпăнать мал ĕмĕтлĕ пуçлăх. Вĕсенчен пĕри вăл - конкурсра çĕнтерни. «Конкурсра хутшăнса пирĕн ял тăрăхĕ 495 пин тенкĕ çĕнтерсе илчĕ. Çак укçа-тенкĕпе усă курмалли чи пирвайхи тĕллев - яла илем кĕртесси. Хамăр шухăшпа «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрикин столовăйне ял тăрăхĕн администрацийĕн муниципаллă харпăрлăхне куçарасшăн, унтан çак здание реконструкцилесе библиотекăпа клуб тăвасшăн. Ял территорине тирпей-илем кĕртме, çул-йĕр сарма, юсама усă курасшăн çĕнтерсе илнĕ укçа-тенкĕпе. Çавăн пекех тĕрлĕ ăпăр-тапăра пуçтармалли контейнерсем те çителĕксĕр, вĕсене 10-ран кая мар туянмалла. Ял территоринче 2 çĕнĕ тараса чавасшăн. Ялти çĕнĕ микрорайонра - Чиркÿ урамĕнче - шыв е газ кĕртмелли проект документацине туса хатĕрлесшĕн, çакăн валли те пысăк сумма укçа кирлĕ», - каласа парать ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Борисов. Асăнса хăвармалла, çак конкурсра малтанхи икĕ çул та хутшăннă Кивĕ Вăрмар ял тăрăхĕн администрацийĕ. Кăçал та айккинче юлас мар тенĕ, март уйăхĕччен республика шайне конкурс материалне тăратнă.