АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пăлхавлă уйрăлу саманчĕ

27 мая 2011 г.

Вунпĕр çул каялла пĕрремĕш шăнкăрав сассипе урока ларнă ачасемшĕн кăçалхи майăн 24-мĕшĕнче юлашки шăнкăрав сасси янăрарĕ. Кăçал районти шкулсенчен 9-мĕш класран 302 ача, 11-мĕшĕнчен 161 çамрăк вĕренсе тухса алла аттестат илĕ. Кăçал юлашки шăнкăрав ытти çулхисем пек майăн 25-мĕшĕнче мар, пĕр кун маларах пулчĕ. Çакă экзаменсен вăхăтне маларах палăртнипе те çыхăннă.

Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕрремĕш вăтам шкулта çак мероприяти савăнăçлă лару-тăрура иртрĕ.

Юлашки шăнкăрав янăранă тата малашлăхăн анлă сукмакĕ çине ăнăçлă утса тухнă ятпа çамрăксене шкул директорĕ Любовь Павловна Петрова саламларĕ. «2010-2011 вĕренÿ çулĕсенче шкултан 85 ача вĕренсе тухать. Вĕсенчен 9-шĕ ылтăн, иккĕшĕ - кĕмĕл медальсене тивĕçессишĕн тăрăшаççĕ. Вĕренсе тухакансенчен вĕренÿре, обществăлла ĕçре, спортра палăрнисем чылай. Сăмахран С.Викторов ЧР Президенчĕн стипендине илме тивĕç пулнă. Вăл çулсеренех республикăра биологи предмечĕпе иртекен олимпиадăра çĕнтерÿçĕ пулса пынă. Çавăн пекех Г.Загриева вĕренекенĕн пултарулăхне те палăртмалла. Çак маттур хĕр упраç çулсеренех математика предмечĕпе иртекен республикăри олимпиадăсенче малти вырăнсене тивĕçнĕ. Унсăр пуçне Пĕтĕм Раççейри конкурссене те активлă хутшăнса малти вырăн йышăннă. С.Викторов, А.Галкин, К.Константинов вĕренÿпе канăва усăллă ирттерме тăрăшаççĕ. Пултаруллă каччăсем шкул çумĕнче «АКС» вокаллă инструментсен ансамбльне йĕркеленĕ. Вĕсем те республикăра иртекен юрă-ташă фестивалĕсене хутшăнса малти вырăнсем пĕрре кăна мар йышăннă. Атăлçи федераллă округ республикăри ДОСААФ автошкулĕсем хушшинче çарпа çыхăннă ăмăртăвĕнче Д.Кузьмин, Д.Денисов малти вырăнсене тивĕçнĕ. Çавăн пекех волонтерсен команди лайăх ĕçленине те асăнса хăвармалла. Вĕренсе тухакансем спортри çитĕнÿсемпе те палăрчĕç. Шкулăн волейбол команди республикăра иртекен ăмăртусенче иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Кунта А.Гаврилов, С.Герцен пултарулăхне палăртмалла. Пĕтĕмĕшле каласан вĕренсе тухакансенчен чылайăшĕ ăсталăхпа, пултарулăхпа палăрчĕç. Сире пурне те малашлăхра та пысăк ÿсĕмсем тума çирĕп сывлăх сунатăп», - терĕ шкул директорĕ Л.Петрова.

Райадминистрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕн заместителĕ Г.Васильев, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов, Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ В.Иванов вĕренсе тухакансене саламларĕç, ĕмĕт-тĕллевсене пурнăçлама çирĕп сывлăх сунчĕç.

«Чăваш Ен ачисем» республика, «Раççей ачисем» федераци программисен шайĕнче те палăртнă ачалăха сыхламалли нумай ырă ĕç пурнăçа кĕрет. Вĕсенчен пĕри - «Вĕрентÿ» наци проекчĕ пирĕн районта ăнăçлă пурнăçланса пырать. Çавна май вĕренекенсен ăсталăхĕ, пултарулăхĕ те уççăнах палăрать. Вĕренме пĕрре те çăмăл мар. Анчах та эсир хăвăр ума лартнă тĕллевсене пурнăçласа çĕршывăн тивĕçлĕ гражданĕсем пуласса шанса тăратăп. Эсир - пуласлăх калчисем. Хăвăр пултарулăха малашлăхра район экономикине тĕреклетес ĕçре тÿпе хывасса шанас килет. Сире пурне те яланах хăюллă та патвар, йывăрлăхсене парăнтарма, пурнăçăн анлă сукмакĕпе малашне те çирĕппĕн утма ăнăçусем сунатăп», - терĕ К.Никитин.

Кĕçĕн класра вĕренекенсем, ашшĕ-амăшĕсем, учительсем вĕренсе тухакансене саламларĕç, экзаменсене лайăх тытма ăнăçусем сунчĕç. Шкултан вĕренсе тухакансем те вĕрентекенсен ячĕпе ăшă сăмахсем каларĕç, юрăсем юрларĕç. Юлашки шăнкăрав янăрарĕ. Умра - экзаменсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика