АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çемье телейĕ мĕнре-ши?

24 мая 2011 г.

Пирĕн пурнăçра авалтанпах çемье пысăк вырăн йышăнать. Пуянлăх, сывлăх, савăнăç тата ытти лайăх пулăмсемпе туйăмсем пулсан çемьене телейлĕ тетпĕр. Телейлĕ çемьере ача чирлес пулсан та ашшĕпе амăшĕ ăна пăхаççĕ, уншăн тăрăшаççĕ, чир-чĕрпе кĕрешме пулăшаççĕ. Ашшĕ-амăшĕ çĕрĕпе пĕр-пĕрне улăштарса ача çывăракан вырăнĕ патĕнчен каймаççĕ. Мĕнле те пулин йывăрлăх сиксе тухсан та вăл хăйĕн ашшĕпе амăшĕ хÿтĕлессе пĕлет. Тĕнчере темĕнле усал япала пулса тухсан та телейлĕ çемьери ача киле таврăнсан хăйне ашшĕ-амăшĕ хÿттинче аван туять.

Ÿссе çитсен кашни ача çемье çавăрма шутлать. Çемье çавăрсан кăна ăна тытса тăрасси çăмăлах маррине ăнланса илет, ватă ашшĕ-амăшне пăрахмасть, вĕсене ватлăх кунсенче пăхать. Ваттисем вара мăнукĕсене пăхса киленеççĕ, çав пулăмпа пурнăçĕнче савăнаççĕ.

Камăн килĕнче юрату, ăнлану пур, хирĕçÿ çук - çав çемье телейлĕ. Анчах та, хальхи вăхăтра, нумай çемьере лайăххипе пĕрле начарри тĕл пулаççĕ. Хăш-пĕр çемьере ашшĕ-амăшĕ пуянлăхшăн, укçашăн тăрăшса хăйсен ачисем çинчен манса каяççĕ. Вĕсем кил-çурт пуянлăхĕ çинчен шутланă пирки чун-чĕре пуянлăхĕ манăçа тухать. Тулли мар çемьесем те тĕнчере нумай. Ачасем вара çак çемьере кĕвĕçлĕх, айăплăх, тунсăх туйăм мĕнлине ытларах пĕлеççĕ, вĕсене хăйсем çинче чăтса ирттереççĕ.

Куçа хупсан ачалăх кунĕсем аса килеççĕ. Анне манăн вырăн патĕнче ларать, эпĕ тутлă тĕлĕксем куртăр тет. Енчен те эпĕ чирлесе выртсан пĕр куç хупми пульницăра ман çумра ларать. Манăн патне юлташсем пуçтарăнсан, эпир шăкăлтатса калаçнине илтсен, мĕнле савăнса «çунать» аннен куçĕ. Яланах анне манпа юнашар, савăнăçра та йывăр вăхăтсенче те пĕрле.

Аннен алли вара... Вĕсем çинчен пĕр чарăнми каласа пама пулать. Мĕн тери вĕсем ăшă та çемçе-ши. Тата анне кукăль тутлă пĕçерет. Ĕçсĕр ларнине аннене пачах та курмастăп.

Кукамай - ăста кил хуçи. Мĕн тери лайăх кăмăллă та тирпейлĕ манăн кукамай. Пĕчĕкренех мана пăхать вăл. Кукаçи те манăн питĕ аван çын. Маншăн паянхи кун та хумханса тăрать. Вăл чирлĕ пирки халь ĕçлеймест, анчах та ман куç умне юратнă кукаçи хăйĕн ăсталăхĕпе тухса тăрать. Тĕнчере мĕн пулса иртнине вăл пĕрремĕш пĕлет. Хăйĕн ăслă та тăнлă шухăшне манпа сÿтсе явать.

Мана питĕ йывăр та тунсăхлă пулнă чухне эпĕ хамăн çемьене аса илетĕп, çав вăхăтрах тĕнче çуталса кайнă пек туйăнать вара.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика