24 мая 2011 г.
Ултавçăсенчен сыхланмалли пирки шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем те, массăллă информаци хатĕрĕсем те пĕлтерсех тăраççĕ. Анчах асăрхаттарусене пĕрмаях ăша хывмастпăр пулмалла, çавна пулах ултавçăсен серепине лекекенсем йышлă.
Çывăх вăхăтра укçа реформи пулса иртет тесе каласан вăтам ăрури çынсем шартах сикеççĕ, ватăраххисем вара - пушшех те. Ара - нушине курнă, çухатăвне тÿснĕ. Çакăнпа усă кураççĕ те ĕнтĕ ултавçăсем. Кĕске вăхăт хушшинчех пирĕнпе кÿршĕллĕ Канаш, Çĕрпÿ районĕсенче çакăн пек тĕслĕхсем пулса иртнĕ. Ялта пурăнакан ватăсем патне социаллă хÿтлĕх пайĕнче е сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче ĕçлекенсем тесе хĕрарăмсем килеççĕ. Пурнăç условийĕсем, сывлăх çинчен ыйтса пĕлнĕ май сăмаха укçа реформи пирки куçараççĕ. Çулсем хушши пухса пынă укçа-тенкĕ ан çухалтăр тесе вĕсене çĕннисемпе улăштарса пама шантараççĕ. Шел, вĕсен сăмахне ĕненекенсем тупăнаççех. Çавăнпа та çакна каласшăн - çывăх вăхăтра нимĕнле укçа реформи те пулмĕ. Енчен те шанăçсăр çынсене курсан районти шалти ĕçсен пайне 02 е 2-19-08 телефон номерĕсемпе (дежурство пайĕ) шăнкăравласа пĕлтерĕр.