24 мая 2011 г.
Коррупцие хирĕç кĕрешессипе патшалăх витĕмне ÿстерсе пынă май административлă право йĕркисене пăсассине хирĕç кĕрешессин РФ Кодексне тата РФ Уголовнăй Кодекса улшăнусем кĕртесси çинчен» 2011 çулхи майăн 4-мĕшĕнче тухнă 97 номерлĕ федераллă саккун официаллă пичет кăларăмĕсенче пичетленнĕ.
Асăннă саккунпа килĕшÿллĕн коррупци тĕлĕшĕнчен право йĕркисене пăснисем, преступлени тунисем тĕлĕшпе çыхăннă ыйтусемпе асăннă Кодекссен статйисене улшăнусем кĕртме палăртнă. Çак улшăнусем пирки юлашки вăхăтра патшалăх руководителĕсем массăллă информаци хатĕрĕсенче чылай тухса калаçрĕç.
Асăннă федераллă саккунĕн çĕнĕ редакцийĕнче сĕтев илнишĕн, панишĕн, коммерци тĕлĕшĕнчен укçапа çавăрнăшăн, сĕтев илнĕ чухне посредник пулнăшăн явап тытмалли çинчен калакан РФ Уголовнăй Кодексĕнчи статьясене улшăнусем кĕртнĕ. Обществăра коррупципе хирĕç кĕрешес ыйту çивĕч тăнă май должноçри çынсене сĕтев панăшăн Уголовнăй Кодексĕн 291 статйин «Сĕтев пани» (взятка пани) çĕнĕ редакцине çирĕплетнĕ. Çавна май асăннă Кодексĕн 291 статйин пĕрремĕш пайĕпе килĕшÿллĕн должноçри çынна хăй е посредник урлă сĕтев панăшăн сĕтев сумминчен 15 хутран пуçласа 30 хут таран штраф параççĕ, çавăн пекех сĕтев сумминчен икĕ çуллăха ирĕклĕх правинчен хăтарса сĕтев сумминчен 10 хут чухлĕ штраф тÿлеттереççĕ.
Асăннă Кодексĕн 2 пайĕпе килĕшÿллĕн должноçри çынна хăй е посредник урлă 25 пин тенкĕ ытларах сĕтев пачĕ пулсан ăна сĕтев панă суммăран 20 хутран пуçласа 40 хут чухлĕ штраф параççĕ е виçĕ çул таранччен ирĕклĕх правинчен хăтарса сĕтев илнĕ суммăран 15 хут чухлĕ штраф тÿлеттереççĕ.
Çавăн пекех асăннă Кодексĕн виççĕмĕш пайĕпе килĕшÿллĕн должноçри çынна пĕлсе тăрса саккуна пăсса ĕç тунăшăн (ĕç туманшăн) хăй е посредник урлă сĕтев панăшăн сĕтев илнĕ суммăран 30 хутран пуçласа 60 хут таран штраф параççĕ е сакăр çулччен ирĕклĕх правинчен хăтарса сĕтев илнĕ суммăран 30 хут чухлĕ тÿлеттереççĕ. Асăннă статьяра тăваттăмĕш, пиллĕкмĕш пайсем пур. Вĕсемпе килĕшÿллĕн малтан калаçса татăлнă ушкăн е ятарлă ушкăн пысăк (150 пинрен пысăкрах) тата уйрăмах пысăк (1 миллонран пысăкрах) сĕтев панăшăн уголовлă явап пăхса хăварнă.