24 мая 2011 г.
Чăваш Республикин «Ачасене ÿт-пÿ, ăс-хакăлпа шухăш кăмăл, психика тĕлĕшĕнчен сиен кÿрекен факторсенчен хÿтĕлекен хăш-пĕр мерисем çинчен» 43 номерлĕ саккунĕн 2 статйипе килĕшÿллĕн 18 çула çитмен çамрăксен эрех-сăра продукцине тата ясарлăха палăртакан таварсене сутакан вырăнсенче пулма юрамасть. Çак саккунăн 5 статйипе килĕшÿллĕн çул çитмен ачасен каçхи вăхăтра обществăлла вырăнсенче (стадионта, парксенче, скверсенче, обществăлла транспортсенче, интернетпа усă курмалли, эрех-сăра сутакан, вăхăта савăнăçлă ирттермелли вырăнсенче) ашшĕ-амăшĕсĕр пулмалла мар.
Ашшĕ-амăшĕсене, ачасемпе мероприяти ирттерекенсене, предпринимательсене пурне те саккунра каланине пурнăçламаншăн, ачасене сиен кÿрекен пулăмсенчен сыхламаншăн административлă явап тыттараççĕ.