24 мая 2011 г.
Православи тĕнĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ уявсем чылай, анчах чăвашсемшĕн çимĕк чи сума сăваканнисенчен пĕри пулнипе палăрса тăрать. Ахальтен мар-çке çулталăкĕпех курман тăвансене те, ача чухнехи юлташсене те ытларах чухне туйра е ытти уявра мар - çимĕк кунĕ масарта тĕл пулатпăр. Темле аякра пурăнсан та, çын темиçе çулта пĕр хут пулин те çимĕке çитсе тăванĕсен вил тăприйĕ умĕнче пуçне тайма васкать.
Çак кун тата чун, ÿт-пÿ, тумтир тасалăхĕпе те çыхăннă. Çимĕк мунчи хутман пĕр кил те çук пуль ялта, ун хыççăн яланах тап-таса (çĕнни пулсан тата лайăхрах теççĕ) тумтир тăхăнса таса шухăшсемпе çынсем масар çине кайма хатĕрленеççĕ. Ун умĕн вара унта çитсе кашниех хăйсен тăванĕсен вил тăприне тирпей-илем кĕртме тăрăшать. Юлашки çулсенче çак енĕпе татах та ырă улшăнусем пулса иртме тытăнчĕç. Районти чылай ялсенче çынсем авалхи ниме йăлипе пĕрле пухăнса çăвасене тĕпренех йĕркене кĕртме пуçларĕç. Кун пирки хаçатра эпир тăтăшах çырса тăнăччĕ.
Кивĕ Вăрмар. Кăçал çак çулпа Кивĕ Вăрмар ялĕнче пурăнакансем те кайма шутларĕç. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Борисов тăрăшнипе, «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» АУОн директорĕ Н.Петров тĕрлĕ енлĕ пулăшнипе вуншар-вуншар çын икĕ кун хушши ял масарне тирпей кĕртес тĕлĕшпе пысăк ĕç туса ирттерчĕ. Юлашки çулсенче çын алли тĕкĕнменрен унăн тавра тытнă карта юхăнса пĕтнĕ, илем кÿртес тесе лартнă йывăçсенчен чăтлăх вăрман пулса кайнă, типĕ çулçă, курăк, тĕрлĕ çÿп-çап... Пурне те çакна йĕркене кĕртессипе тимлерĕç те ĕнтĕ пухăннă çынсем. Ĕçĕ пурин валли те çитрĕ. Бензопăчкă, пуртă, мăлатук сасси икĕ кун хушши таврара янăраса тăчĕ. «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрики çÿп-çап, йывăç çаппи турттарма, вак чул кăларса тиесе килме экскаватор, автомашинăсем парса пулăшни уйрăмах ĕçе кал-кал пыма пулăшрĕ. Сăваплă вырăна тытса тăма çакăн пек тÿпи хывни предприяти ертÿçисене чыс çеç кÿрет. Ĕçлекенсем те вара, ваттисем калашле, аллисене пăсмарĕç, ял пуçлăхĕ ертсе пынипе тивĕçлĕн тăрăшрĕç. Акă Б.Федоров хăйĕн автомашинипе çÿп-çап турттарчĕ, В.Садовников, Н.Семенов, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Борисов та хăйсен бензопăчкисемпе килнĕ. Апла пулин те, пĕр япала каласа хăвармаллах пулĕ. Вуншар-вуншар çын икĕ кун хушши сăваплă вырăнта тăрăшрĕ терĕмĕр. Çав вăхăтрах ялта, вăтамран çеç илсен те, 600 киле яхăн. Кашни иккĕмĕш хуçалăхран пĕрер çын тухсан та вуншар çын çинчен çеç мар, çĕршер пирки калама пулатчĕ.
Çавăнпа та ял ĕçне пурин те хутшăнасчĕ - кукка çине шаннипе çеç малалла каяймăпăр.
Чулкас. Çавăн пекех иртнĕ шăмат кунпа вырсарни кун Чулкассем те ял тăрăхĕн администрацийĕ йĕркеленипе ял масарне тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе пысăк ĕç туса ирттернĕ - картасене юсанă, çÿп-çапран тасатнă. Уйрăмах çак ĕçе пурнăçланă çĕрте культура, работникĕсем активлă пулнă, ял халăхĕ те айккине пăрăнса юлман.