АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çур аки вĕçленсе пырать

24 мая 2011 г.

Республикăра, çавăн пекех районсенче те çур аки ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ. Ку енĕпе «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» АУО, «Шигали» ЯХПК, «Средний Аниш», «Передовик» тулли мар яваплă обществăсем, «Павлов В.Ф.», «Калягин С.А.», «Сапаркин А.Г.», «Иванов В.А.» хресчен (фермер) хуçалăхĕсем пысăк тăрăшулăх кăтартнă, вĕсем ака ĕçĕсене вĕçленĕ те ĕнтĕ. «Шигали» хуçалăхăн кăçал планпа тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсем 850 гектар акмалла пулсан, вĕсем 950 гектар çинче çак ĕçе пурнăçланă. Ку 112 процентпа танлашать. Кăçалхи майăн 23-мĕшĕ тĕлне «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» акционерсен уçă обществи пурĕ 1000 гектар тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсем акса хăварнă. Хресчен (фермер) хуçалăхĕсемпе илес пулсан тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене чи нумай акакансенчен пĕри вăл - «Ямуков Г.Н.» хресчен (фермер) хуçалăхĕ. Кăçалхи майăн 23-мĕшĕ тĕлне асăннă хуçалăх пурĕ 680 гектар (планпа 700 гектар) акнă. Çавăн пекех «Павлов В.Ф» хресчен (фермер) хуçалăхĕ акана кĕске вăхăтра, пахалăхлă вĕçленĕ. Вĕсем тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене 525 гектар çинче акса хăварнă. Пĕтĕмпе районĕпе кăçал 10100 гектар çинче тĕш тырăпа пăрçа йышши кульурăсем акмалла пулсан майăн 23-мĕшĕ тĕлне çак ĕçе 9793 гектар çинче пурнăçланă, ку 97 процентпа танлашать. Ака ĕçĕсене çак эрнере вĕçлеме палăртаççĕ çĕр ĕçченĕсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика