20 мая 2011 г.
Çитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани парас ĕçре тĕн ĕненĕвне еплерех вĕрентни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Турă пире пурне те юратать, пулăшса пырать. Çавăнпа пирĕн хамăрăн та ăна пĕтĕм чунтан юратмалла.
Аслă Мăнкуна халалласа Вăрмарти Культура çуртĕнче «Мăнкун савăнăçĕ» духовлă музыкăн районти иккĕмĕш фестивальне тĕрлĕ ялсенчи чиркÿ настоятелĕсем пуçтарăнчĕç: Пăртасри Çветтуй Турамăшĕн хÿтлĕхĕн (Покров) чиркĕвĕн настоятелĕ Иоанн Степанов протоиерей, Чупайĕнчи Казански Турамăшĕн тата Паттири Çветтуй Симеон чиркĕвĕсен настоятелĕ иерей Николай Архипов, Мăнçырмари Тихвински Турамăш Турăшĕн тата Арапуçĕнчи Çветтуй Николай чиркĕвĕсен настоятелĕ Леонид Ермолаев иерей, Чулкасри Таса Троица тата Кивĕ Вăрмарти Михаил Архистратиг чиркĕвĕсен настоятелĕ Владимир Байгушев протоиерей, Вăтакасри Турă пĕлĕте улăхнă ячĕллĕ чиркĕвĕн настоятелĕ Иоанн Николаев иерей.
Вăрмар район çыннисен ячĕпе Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнава ятĕнчен Шупашкар тата Чăваш епархийĕн виççĕмĕш Благочиннăй округĕн благочиннăйĕ Гурий Данилов архимандрит салам илсе килнĕ. Пуçтарăннисене пурне те Христос чĕрĕлнĕ ятпа саламларĕ вăл. Чиркÿ настоятелĕсем те Православи тĕнĕн чи пысăк уявĕ ячĕпе саламларĕç.
Çавăн пекех райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Ю.Соколов та районти шкулсенче 2006 çултанпа тĕн ĕненĕвне вĕрентме пуçлани пĕлтерĕшлĕ пулни çинчен каларĕ. Район шайĕнче çакăн йышши фестиваль ирттернĕшĕн Мăнçырмари Тихвински Турамăш Турăшĕн тата Арапуçĕнчи Çветтуй Николай чиркĕвĕсен настоятелĕ Леонид Ермолаев район администрацийĕн пуçлăхне К.Никитина, унăн заместительне Ю.Соколова, районти шкулсенче тĕн вĕрентĕвне вĕрентекенсен руководительне О.Соколована тав турĕ. Хĕрÿ ĕç вăхăтĕнче зал тулли çын пуçтарăнни пурин кăмăлне те çĕклерĕ. Сцена çинче тĕн юррисем янăрарĕç. Ача сачĕсене çÿрекенсем, шкулсенче, Вăрмарти искусство шкулĕнче вĕренекенсем, чиркÿсем çумĕнче йĕркеленĕ шкулсене çÿрекенсем шăрантарнă юрăсем пурин кăмăлне те тыткăнларĕç. Фестивале пултаруллă Л.Ковалевскаяпа Т.Гаврилова ертÿçĕсем йĕркеленипе, ертсе пынипе иртрĕ.
ЧР Сывлăх сыхлавĕ тата социаллă аталану министерствин «Вăрмарти халăха социаллă пулăшу паракан центрĕ» республика патшалăх учрежденийĕн специалисчĕсем Тикаш ялне çитсе килнĕ, «Хĕрлĕ Мăнкун» ятпа тĕл пулу ирттернĕ. Ватă граждансемпе тата социаллă ĕçченсемпе центрăн килте пулăшу паракан уйрăмсен заведующийĕсем Т.Малинковапа Н.Александрова, халăха васкавлă социаллă пулăшу паракан уйрăмăн специалисчĕ А.Иванова тĕл пулчĕç. Ялти Культура çуртĕнче специалистсем социаллă пулăшу паракан центрăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç. Йĕркеленĕ мероприятире ватăсем Мăнкуна ĕлĕкхи вăхăтра еплерех уявланине аса илчĕç, халĕ мĕн улшăннипе танлаштарчĕç.