13 мая 2011 г.
Пирĕн пурăнăç çĕр çинче анчах мар, леш тĕнчере те пуррине пире Христос чĕрĕлсе тăни лайăх кăтартса парать. Апла пулсан пирĕн ку тĕнчери пурнăçа тивĕçлипе пурăнса ирттерме тăрăшмалла. Чи малтанах çанталăка чĕрĕлĕх вăхăчĕ кĕнĕ самантра пирĕн тавралăха тасатса тăма тăрашмалла. Çĕнĕ кăчкăна тасаслăхпа кĕтсе илни мĕн тери паха япала пулнине манас марччĕ. Çуркунне çитсен хĕл каçа пухăннă тасамарлăх çиеле тухса тавралăха варалани чуна ыраттарать, кăмăла пăсать. Çавăнпа та пирĕн тавралăхри ăпăр-тапăра вăхăтра тасатса пырсан питех те аван пулмалла. Эпир тавралăха варалатпăр пулсан, Турă панă ырăлăха тытса пыманниех пулать. Малтанхи вăхăтра çĕр çинче рай пулнă паллисем: кайăк юрри, йывăç-курăк, илемлĕ чечексем тата ытти те пирĕн вĕсене тирпейлемелле, çĕр çинчи тасалăха упрамалла. Мĕншĕн тесен тĕслĕх илмелли çыннисем пирĕнпе юнашарах çÿреççĕ тесен те пĕрре те йăнăшмастăп. Акă Чулкас ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ И.Сергеев çак енĕпе çав тери тăрăшуллă тесе калас килет. Ял тăрăхĕнчи çул-йĕрсене пăхса тăрассипе те ĕçсем аван пыраççĕ, тасамарлăха та çийĕнчех тасатаççĕ. Иртнĕ кĕркунне япăх çул-йĕрсене вак чул сарса хăварчĕç, çавăнпа та кăçалхи шыв-шур вĕсене сиен кÿреймерĕ. Ял тăрăх çыннисем çакăншăн çав тери кăмăллă.