13 мая 2011 г.
Çыннăн ÿт-пÿ сывлăхĕ ăс-хакăл сывлăхĕпе, унăн тĕнче курăм культурипе тата йăла культурипе тачă çыхăннă. «Сывлăх» наци проекчĕ пирĕн республикăра ăнăçлă пурнăçланса пырать. Çавна май Чăваш Республикинчи Сывлăх сыхлавĕн системине çĕнетессипе йĕркеленĕ программăна пурнăçа кĕртме 4 миллиард тенкĕ ытла уйăрнă. Çитес вăхăтра медицина ĕçĕнче çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртмелле. Тĕп тĕллев - вырăнта пахалăхлă медицина пулăшăвĕ парасси.
Çакна районти тĕп больницăн ĕçченĕсем тĕллевлĕ пурнăçласа пыраççĕ. Асăннă больницăн тĕп поликлиникин заведующийĕ Ираида Валерьяновна Петрова палăртнă тăрăх, чирлĕ çынсене сыватмашкăн 2004 çултанпа стационар уйрăмĕ ĕçлет. Унта вăй хуракан Валентина Евгеньевна Ларионова, Ираида Петровна Петрова медицина сестрисем пациентсемпе яланах ăш пиллĕ те тараватлă. Вĕсем тĕрлĕ эмелсемпе сипленисĕр пуçне ăшă кăмăлĕпе, ырă сăмахпа та сыватаççĕ. Ĕç стажĕ те пысăк вĕсен. Валентина Евгеньевна - 26, Ираида Петровна 23 çул тăрăшса вăй хураççĕ. Кунне 30 яхăн çын сипленме килет асăннă стационара. Пурне те вăхăтра сыватма, тивĕçлĕ пулăшу пама ĕлкĕреççĕ вĕсем. Сиплеме кирлĕ эмелсем çителĕклĕ кунта. Пациентсем ытларах чĕре, бронхит чирĕсемпе, шăмă сыпписем, апата ирĕлтерме пулăшакан органсем ыратнипе килеççĕ. Асăннă чирсенчен вăхăтра сывалма пулăшаççĕ те ĕнтĕ В.Ларионовапа И.Петрова медицина сестрисем. Т.Никитина санитарка стационарти тирпей-илеме тытса пырать, пациентсем нумайрах чухне медицина сестрисене пулăшать. Палатăсенче яланах таса та çутă, тирпейлĕх хуçаланать. Пĕтĕмĕшле каласан çынсен сывлăхĕшĕн тăрăшаççĕ кунти ырми-канми ĕçченсем. Пирĕн вара вĕсене тÿсĕмлĕх, çирĕп сывлăх кăна сунмалли юлать.