АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăнах тава тивĕçлĕ

13 мая 2011 г.

Кăçал мартăн 1-мĕшĕнче чĕрепе аптраса ÿкрĕм, васкавлă пулăшу машини патне шăнкăравлама лекрĕ. Вĕсем те питĕ хăвăрт çитрĕç. Шоферĕпе медицина сестри питĕ ырă кăмăллă çынсем. Шел, вĕсен ячĕ, хушамачĕсене ыйтма тăн çитереймерĕм, тавтапуç вĕсене ырă кăмăлĕсемшĕн.

Мана малтан реанимаци уйрăмне вырнаçтарчĕç. Унти медицина ĕçченĕсене вĕсен ăшă кăмăлĕшĕн тавтапуçах. Тепĕр икĕ кунтан, реанимацинчен терапие куçарчĕç. Унта çур уйăх сиплентĕм. Терапи уйрăмĕн заведующине Т.Алексеевана уйрăм тав сăмахĕ калас килет. Чирлисене пăхнă вăхăтра сывлăх çинчен кашни пациентран тĕплĕн ыйтса пĕлет, усăллă канашсем парса хăварать.

Пĕтĕм кăмăлтан хамăр ялти фельдшерпа акушер пунктĕнчи Л.Исаева фельдшера та ăшă сăмах каласшăн. Ирхине-и, çĕрле-и, çил-тăман-и, çумăр-и - ун патне пырсассăн яланах пулăшма тăрăшать. Ырă кăмăллă шурă халатлă ĕçченсем! Сывлăх сире, пурнăçăр ăнса пытăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика