13 мая 2011 г.
Районти çăмăл атлетсен пĕрлештернĕ команди республикăра мала тухассишĕн ирттернĕ ăмăртăва тата чемпионата хутшăннă. Çĕнĕ Шупашкарта ирттернĕ кросра район чысне 42 спортсменран тăракан команда пултаруллăн хÿтĕленĕ.
40-50 çулхи ветерансем хушшинче 3000 метрлă дистанцире Н.Павлов (район администрацийĕ) иккĕмĕш вырăн йышăннă. Çавăн пекех А.Топтыгин (Çĕнĕ Мăнтăр), Г.Егоров, В.Петрова, М.Афанасьев (Пысăк Енккасси шкулĕ), С.Антонов (Вăрмар поселокĕ), Е.Максимова, Л.Чумакова, М.Семенова (Арапуç), К.Ерастова, К.Петрова (Энĕшпуç шкулĕ), В.Токсаров, Р.Топтыгин, Т.Пугачева, И.Долгова (Чупай шкулĕ), С.Иванов (Патти) лайăх результат кăтартнă.
Пĕтĕмĕшле итогсемпе районти çăмăл атлетсен команди иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ.