13 мая 2011 г.
Пирĕн тĕп тĕллев - пĕччен пурăнакан ватăсене хÿтлĕх парасси, вĕсене май пур таран социаллă пулăшу кÿресси, кăмăл-туйăмне çĕклеме пулăшасси. Киле пырса пулăшакансен йышĕ паянхи куна илсен 133 çын, вĕсем 172 çынна пăхса, пулăшу парса тăраççĕ. Çавсен хушшинче икшер, виçшер, тăватшар, çынна яхăн пăхакансем те пур.
Тăван килрен хакли нимĕн те çук тетпĕр, ача-пăча çитĕнсе çитсен тăван килтен çăмăлланах уйрăлса çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсене саланать пулсан, ватлăхра вара тăван кил - чи пахи. Ватăсенчен нумайăшĕ пĕччен пурăнать пулин те, хăйне темĕнле йывăр туять пулсан та, тăван кил-çуртне пăрахса хăварса тухса кайма шутламаççĕ. Вĕсен йышĕ çулран-çул ÿссех пырать. Хăйсем тĕллĕн пурăнайман кинемейсемпе-мучисене те хÿтлĕхсĕр хăвармаççĕ социаллă ĕçченсем.
Пирĕн уйрăмсенче 80 çул урлă каçнă ватăсем те пур. Вĕсенчен пĕри 1929 çулхи февралĕн 7-мĕшĕнче Кивĕ Вĕренер ялĕнче çуралса ÿснĕ Валентина Семеновна Семенова. Ашшĕ вăрçăра нимĕç тăшманĕсемпе çапăçнă чух амăшĕпе тăрса юлсан, сахал мар хура-шурă курнă. Вĕсем икĕ пĕр-тăван пулнă.
Валентина Семеновна пурнăçа юратакан çын... Çамрăк чухне мĕн тери чипер хĕрача пулса сахал мар çамрăк каччăсен чĕрисене çунтарнă пулĕ. Вăйăсенче хăйĕн уçă та çепĕç сассипе таврари халăха савăнтарнă. Хĕллехи вăхăтра вăрăм каçсенче тĕрлĕ алă ĕçĕсем тунă: эрешсем, минтер пичĕсем тĕрленĕ, Турă ум каррисем крючокпа çыхнă. Вăл тутлă апат-çимĕçсем, кукăльсем чунне парса пĕçерме юратнă. Паянхи куна илсессĕн те пурнăçа питĕ юратать. Хăй çавăн пек савăнăçлă çын. Çамрăк чухне вăл качча каяйман, ача-пăча çуратайман. Сусăр çуралнă пулсан та никама та айăпламан, пурнăçа юратсах ÿснĕ, пуçа усса ларман. Хăйне килĕшекен каччă та пулнă, ун пек юратăва «Алсиш ăшĕнчи юрату темелле пуль»... Çавăнпа та хăйĕн шăллĕн ачисене, ачин ачисене хăй çуратса ÿстернĕ пек юратать, вĕсем те ватă аппăшне юратаççĕ, хисеплеççĕ, вăл пурришĕн савăнаççĕ, вăрăм кун-çул сунаççĕ.
Малалла Ирина Петровна Петрова çинчен те кăштах çырса пĕлтерес килет. Вăл Мăнçырма ялĕнче нумай ачаллă çемьере ÿссе çитĕннĕ. Унăн ашшĕ вăрçă хирĕнче тăшманпа çапăçнă чухне пуçне хунă. Амăшĕ ĕнси çинче ултă ача - пĕри тепринчен пĕчĕкрех ашшĕсĕр тăлăх тăрса юлнă. Пĕччен хĕрарăм ачасене пурне те ура çине тăратма тăрăшнă, алла усса ларман. Вăл мĕн пĕчĕкрен аслă пиччĕшĕсемпе, аппăшĕсемпе амăшне пулăшнă. Ялти колхозра мĕн пĕчĕкрен вăй хурса ÿснĕ. Хĕр пулса çитĕнсен Вăрмара кирпĕч заводне ĕçлеме килнĕ. Ашшĕсĕр ачасен пурнăçĕ питĕ йывăр пулнă. Çемье çавăрса ача-пăча çуратман. Хăйĕн ĕмĕрне ялта колхозра вăй хурса, пенсие тухать. Ватă çынна пăхса тăраççĕ. Хăйне пăхса тăракана тав тăвать, вĕсем пулăшмасан пĕччен ватлăх йывăр тет. Çавăнпа, ватă тата нушаллă çынсене ăнланни, куллен вĕсемшĕн вăй-хала шеллемесĕр тăрăшни, вăхăтра кирлĕ пулăшу пани - социаллă учрежденисен ĕçченĕсен тĕп тĕллевĕ. Вĕсем чи малтанах ăшă сăмах, тимлĕх кирлисене пулăшу параççĕ, вĕсен пурнăçне шанчăк кÿреççĕ, пархатарлă ĕç тăваççĕ.