13 мая 2011 г.
Çĕр чăнах та çаврăнать çав - нумаях пулмасть кăна «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн пĕр номерĕнче Вăрмар поселокĕнче çуралнă, Смоленск облаçĕнчи пĕр чаçре çар тивĕçне пурнăçлакан Александр Тихонов çинчен çырнăччĕ.
Вăхăт иртет - вăл çартан таврăнчĕ. Пиччĕшĕ вара, Евгений, хĕсмет ретне тăчĕ. Иртнĕ кунсенче унăн мăшăрĕн Людмила Вениаминовна тата ашшĕпе амăшĕн - Елена Васильевнапа Борис Николаевич ячĕпе - çар чаçĕнчен Тав çырăвĕ çитрĕ.
«Служба вăхăтĕнче Евгений хăйне пур енчен те лайăх кăтартать, çар тивĕçне тĕслĕхлĕ пурнăçлать, командирсемпе пĕр çар ретĕнче тăракан салтак, сержантсем ăна хисеплеççĕ. Çар ĕçĕнче çаврăнăçуллă пулнăшăн, дисциплинăна тытса пынăшăн Евгение пĕр хут кăна мар командирсемпе начальниксем хавхалантарнă».
А. Дергачев, подполковник.
Чукун çул вăл - стратегиллĕ объект. Çакăнта (Евгений Тихонов шăпах çак çарăн пĕр подразделенийĕнче службăра тăрать) пирĕн ентеш хăйне шаннă тивĕçе чун-чĕререн пурнăçлани шанăçлăхпа мăнаçлăх кÿрет. Çак кунсенче Евгение кĕçĕн сержант званийĕ панă.