АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чĕрĕлĕх паракан тăван çĕр

13 мая 2011 г.

Мĕн кирлĕ-ха çынна телейлĕ пулма; Ман шутпа, илемлĕх. Цивилизаци вараламан, çын алли тĕкĕнмен çут çанталăкăн чăн-чăн илемĕ. Кашни çыннах сывлăш пекех янкăр кăвак тÿпе, хĕвелĕн ăшă та çемçе пайăркисем, вăркăш çил, симĕс курăк кашлани, вăрманти кайăксен асамлă юрри кирлĕ.

Çут çанталăкăн чăн пĕлтерĕшне эпир ăнланмастпăр. Пире çак пурнăçа, хĕвеле, çак шыва, тÿпене парнеленĕ çут çанталăка упрама пĕлмелле. Эпир вара кашни кун тенĕ пекех ăна пĕтерсе пыратпăр, юлашкинчен вăл пире хамăра тĕп туса хума пултарасса ăнланмастпăр. Тĕслĕхрен, Япони çĕрĕ çыннăн вăйлă пусмăрне тÿсеймерĕ, пурне те урок туса пачĕ темелле.

Çулсерен çĕр чăмăрĕ çинче çĕршер гектар вăрман касаççĕ, вуншар шурлăх, кÿлĕ типсе ларать, сайра тĕл пулакан чĕр чунсем, кайăксем пĕтеççĕ. Çав вăхăтрах пысăк хăвăртлăхпа хуласем ÿссе пыраççĕ.

Пĕртен-пĕр çын алли аркатман вырăн вăл заповедник. Кунта пур экосистема та çут çанталăк саккунĕсене пăхăнса пурăнать. Хальхи вăхăтра Раççейре çĕре яхăн заповедник (33,3 млн. гектар), 35 наци паркĕ. Чăваш Республикинче уйрăмах сыхă тытакан 97 территори (федераци пĕлтерĕшли - 3), çут çанталăк палăкĕ - 67 шутланать. Вĕсенчен пĕри вăл 1995 çулта йĕркеленнĕ «Присурский» патшалăх заповедникĕ, унăн лаптăкĕ 9147,8 гектар çĕр йышăнать. Тата тепри Шăмăршă районĕнче 1993 çулта уçăлнă федераци пĕлтерĕшлĕ «Чăваш вăрманĕ» Наци паркĕ. Виççĕмĕшĕ 1989 çултанпа ĕçлекен Раççей академи наукин ботаника сачĕн Чăваш Республикинчи филиалĕ. Çакăн йышши заповедниксем пулни, çĕннисем уçăлни çут çанталăкри ÿсен-тăрансен, чĕр чунсен хăйне евĕрлĕ, сайра тĕл пулакан, çухалакан тĕсĕсене упраса хăварма пулăшать. Анчах та çĕр çинчи кашни çыннăн çут çанталăк паракан тупрана сыхлас, хÿтĕлес, юратас туйăм, яваплăх пулмалла. Шкулта та, килте те ачасене çут çанталăка, тăван çĕре юратма вĕрентмелле. Эпир вĕренекен Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкулта ку енĕпе тĕрлĕ ĕçсем туса ирттереççĕ, кружоксем йĕркеленĕ.

Пăхар-ха кантăкран. Юр çăвать-и, сирень чечек кăларать-и, хĕвел вылять-и хăйĕн шевлисемпе йывăçсен симĕс тураттисем хушшинче. Е çумăр çăвать-и шултра тумламĕсемпе пÿрт çивиттисем çине ÿксе, шăрăхпа аптăранă çулçăсене тусанран тасатса. Çакă пĕтĕмпех санăн илемлĕ тĕнчÿ, санăн Тăван çĕршыву. Апла пулсан, эсĕ унпа усă курма кăна мар, упрама та пĕл.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика