АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вут-çулăм витĕр тухнă Аслă Çĕнтерÿ

13 мая 2011 г.

Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 66 çул çитрĕ. Нумай та мар, сахал та мар, пĕр çын ĕмĕрĕ. Çак çутă уявшăн вăхăт та пăхăнмасть. Пирĕн çĕршывра пурăнакансемшĕн Çĕнтерÿ кунĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çак кун эпир Тăван çĕршыва хÿтĕлесе пуçа хунисем, вăрçă ветеранĕсем, тыл ĕçченĕсем умĕнче пуç таятпăр. Çирĕммĕш ĕмĕрти хăрушă вăрçăри совет çыннисен паттăрлăхĕ ĕмĕрне те манăçмасть.

Майăн 9-мĕшĕ - Аслă Çĕнтерÿ уявĕ. Вăрмар поселокĕнче ирех вăрçă çулĕсенчи юрă янăрать. Унччен пĕрремĕш вăтам шкул пулнă вырăнта унтан вĕренсе тухнă, вăрçă хирĕнче ĕмĕрлĕхех пуçĕсене хунисене халалласа лартнă палăк умĕнче митинг иртрĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов уçрĕ. Юрий Васильевич пирĕн ентешсен паттăрлăхĕ ĕмĕр манăçми, çакна çамрăк ăрăвăн асра тытмалли, тăнăç пурнăçшăн пурин те кар тăрса вăй хумалли çинчен каларĕ. Унтан палăк умне вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн ĕçченĕсем, шкулсенчи вĕрентекенсем, вĕренекенсем, предприятисемпе организацисенче ĕçлекенсем чĕрĕ чечексем хучĕç.

Районти Культура çурчĕ çумĕнче çар кухни ĕçлерĕ. Райпо ĕçченĕсем вăрçă ветеранĕсене салтак пăтти çитерчĕç, чейпе сăйларĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин ветерансене уяв ячĕпе саламларĕ, вĕсен сывлăхĕпе, пурнăç условийĕсемпе интересленчĕ. Вĕсем Константин Владимировичпа çавра сĕтел хушшинче чейпе сăйланнă май хăйсене пăшăрхантаракан ыйтусем çине хурав тупма тăрăшрĕç.

Уява килнисем малтанах Тĕп площаде пухăнчĕç. Вăрçă ветеранĕсене Совет Союзĕн Геройĕ А.Казаков ячĕпе хисепленекен автобус çине лартрĕç. Унтан уяв колонни Çĕнтерÿçĕ-салтак палăкĕ умне çул тытрĕ. Пĕр çаврăм туса автобус тата уява килнĕ мĕн пур халăх Çĕнтерÿçĕ-салтак палăкĕ умне çитрĕç.

Вунă сехетре Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ В.Иванов митинг уçăлни çинчен пĕлтерсе пуçтарăннă халăха уяв ячĕпе саламларĕ. Вăрмар район пуçлăхĕ В.Павлов Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе саламласа мирлĕ пурнăç, телей, çирĕп сывлăх сунчĕ.

Кунсем иртеççĕ, çулсем шăваççĕ, анчах та вăрçă ахрăмĕ ветерансемшĕн паянхи кун та асăмра. Вĕсен йышĕ çулран-çул сахалланса пырать. Кăçал уява килнĕ вăрçă ветеранĕсем нумаях та мар. Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин Аслă Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе вĕсене саламларĕ. «Сире пурне те Аслă Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе саламлатăп, вăрăм ĕмĕр, мирлĕ пурнăç сунатăп. Эсир хаяр вăрçăра хăвăра шеллемесĕр Тăван çĕршыва хÿтĕлерĕр, мирлĕ вăхăтра та тăван хуçалăха аталантарассишĕн ырми-канми тăрăшрăр. Паянхи кун та эсир общество пурнăçĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнатăр, çамрăк ăрăва пурнăçа, Тăван çĕршыва юратма, уншăн сыхă тăма вĕрентетĕр. Эпир сирĕнпе, эсир пуррипе чăннипех те мухтанатпăр, сирĕнтен тĕслĕх илме тăрăшатпăр. Пире мирлĕ пурнăç парнеленĕшĕн сире чĕререн тав тăватпăр. Вăхăт хăвăрт шăвать. Шел пулин те, Çĕнтерÿ кунне уявлама çулсерен ветерансен йышĕ поселокра, ялсенче сахаллансах пырать. Паян нихçанччен те ытларах вĕсене тимлĕх, пулăшу кирлĕ. Çавăнпа та район администрацийĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри - ветерансене май пур таран социаллă пулăшу кÿресси, вĕсен пурнăç условийĕсене лайăхлатасси. Ку енĕпе хальхи вăхăтра чылай ĕçсем туса ирттеретпĕр.

Пархатарлă ĕçшĕн, хастарлăхшăн, паттăрлăхшăн сирĕн умăрта пуç таятпăр», - терĕ Константин Владимирович уява килнисене саламласа. Унтан Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ Г.Васильев, ЧР çар ĕç комиссариачĕн Вăрмар тата Куславкка районĕсен пай пуçлăхĕ М.Пуклаков, В.Андреев, Ф.Ларионов ветерансем, çамрăксен ячĕпе Пысăк Енккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулĕн кадечĕ А.Романов саламлă сăмахсем каларĕç.

Вăрçă хирĕнче ĕмĕрлĕхех пуçне хунисене асăнса Çĕнтерÿçĕ-салтак палăк умне Мухтав гирлянди хучĕç. Унтан вăрçăра пуçне хунисене аса илсе шăплăх минучĕ пулчĕ. Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă паттăр салтаксене чыс туса салют пачĕç. Шкул ачисем вăрçă ветеранĕсене саламласа чечек çыххисем парнелерĕç. Çĕнтерÿçĕ-салтак палăкĕ умне район администрацийĕ ячĕпе, çавăн пекех районти предприятисемпе организацисенче вăй хуракансем, воин-афганецсем те вăрçă хирĕнче паттăрла пуçĕсене хунă юлташĕсене асăнса монумент умне чечек кăшăлĕсемпе чечек çыххисем хучĕç.

Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ В.Иванов митинг хупăнни çинчен пĕлтерчĕ. Уяв малалла тĕп площадьре тăсăлчĕ. Унта çамрăк армеецсен парачĕ иртрĕ. Уяв программине художествăлла пултарулăх коллективĕсен савăнăçлă концерчĕ тăсрĕ.

Каçхине Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе салют пулчĕ. Унăн çулăмĕ ялкăшса тавралăха çутатрĕ, уявра пулнисем пĕр-пĕрне мирлĕ пурнăç, çутă малашлăх сунчĕç.

Мăнçырма. Ырă йăлапа иртнĕ савăнăçлă митинга вăрçă ветеранĕсем, тыл ĕçченĕсем, вăрçă участникĕсен тăлăх арăмĕсем, шкул ачисем, вĕрентекенсем, ял администрацийĕн, культура учрежденийĕн ĕçченĕсем, ял халăхĕ йышлăн пуçтарăннă. Ку ялта пурĕ 4 вăрçă участникĕ юлнă: Г.Мефодьев, Г.Николаев, В.Савельев, Н.Лукин. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Николаевич ветерансен вăрçă хирĕсенче кăтартнă паттăрла ĕçĕсене асăнчĕ, пурне те çирĕп сывлăх, ăнăçу сунчĕ. Çавăн пекех саламлă сăмахсемпе райадминистрацин ЗАГС пайĕн начальникĕ В.Волкова, Мăнçырма ялĕн «Хисеплĕ гражданинĕ», кунти шкул директорĕ В.Николаев, ветерансен Канашĕн председателĕ А.Александрова тухса калаçнă. Григорий Николаевичпа Геннадий Мефодьевич хăйсен аса илĕвĕсемпе паллаштарчĕç, нихăçан та хаяр вăрçă асапне курмалла ан пултăрччĕ терĕç. Шкул ачисемпе культура ĕçченĕсем çав çулхи юрă-сăвăсемпе илемлетрĕç митинга.

Арапуç. Аслă Çĕнтерÿ 66 çул тултарнине халалланă мероприятисем ку ял тăрăхĕнче те майăн 9-мĕшĕнче иртрĕç. Шăп та икĕ ветеран юлнă – И.Ивановпа В.Теплов. Митинга Арапуçĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул директорĕ А.Кузьмин уçрĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Геннадьевич Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă ветерансене тав сăмахĕ каларĕ, нумайрах пурăнма сывлăх сунса парнесемпе чысларĕ. Шкул ачисем те ветерансене чечексемпе, тĕрлĕ тĕслĕ шарсемпе саламларĕç, Аслă Отечественнăй вăрçăра пуçĕсене хунисене асăнмалли палăк умне ас тăвăм кăшăлĕ хучĕç. Мероприяти ветерансемпе пĕрле чей ĕçнипе вĕçленчĕ.

Кĕтеснер. Ял тăрăхĕнче Аслă Çĕнтерÿ уявне тивĕçлĕн кĕтсе илессипе пĕтĕм вăя хурса тăрăшрĕç. Малтан ял урамĕсене çÿп-çапран тасатрĕç, унтан Çĕнтерÿçĕ-салтак палăкне сăрласа çĕнетрĕç, йĕри-тавра тирпейлерĕç, чечексем лартрĕç.

Майăн 9-мĕш кунĕнче ял халăхĕ ирех çĕнтерÿ юррисене итлесе киленчĕ. Ял администрацийĕпе культура ĕçченĕсем культура çурчĕ умне тĕрлĕ тĕслĕ ялавсем лартса илемлетрĕç. Шкул ачисем те ирех вăраннă паян. Вĕсем палăк умне хисеплĕ хурала тăма васкаççĕ. Асăннă вăхăтра шкул ачисемпе вĕрентекенсем килсе çитрĕç. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 66 çул çитнине халалласа ирттерекен митинга шкул директорĕ М.Краснова уçрĕ. Унтан ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л.Федоровапа район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ А.Тихонов митинга пухăннисене уяв ячĕпе саламласа ăшă сăмахсем каларĕç. Шкул ачисем вăрçă паттăрĕсене халалласа чуна пырса тивмелле сăвăсем вуларĕç. Уява килнисенчен чылайăшĕ вĕсене итлесе капланса килнĕ куççулĕсене çăтрĕç. Ахальтен каламаççĕ çав Çĕнтерÿ уявне савăнăçпа куççуль уявĕ тесе. Уявăн чи асра юлмалли саманчĕ вара çамрăк армеецсен парачĕ пулчĕ. Шкул ачисем 1-мĕш класран пуçласа 9-мĕш класс таранччен салтаксем пек утса чеç пани, командирсем шкул директорне Çĕнтерÿ парадне хатĕрри çинчен рапортлани, стройпа юрăсем юрласа утни - веçех чунпа кăна мар, чăн-чăн паттăр салтаксем пек пулма тăрăшнине систерчĕ, Тăван çĕршыва хÿтĕлекенсен çамрăк ăрăвĕ çитĕннине пĕлтерчĕ. Чи пăлхануллă самант - тăшмана хирĕç çапăçса хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнă, çапăçу хирĕнче пуçĕсене хунă ентешсене асăнса пĕр самант шăп тăни. Çак кĕске вăхăтра шухăшпа ăçта кăна вĕçсе килместĕн пулĕ: вăрçă хирĕсенче юн юхтарса выртакан аманнă салтаксем патне те, Рейхстаг тăррине ялав хăпартакан, çунакан танкпа ирсĕр тăшмана аркатакансем патне те. Ас тăвăм çăмхийĕ сÿтĕлет те сÿтĕлет...

Митинг хыççăн ял тăрăхĕн администрацийĕн, культурăпа библиотека ĕçченĕсем, шкул ачисем А.Тихоновпа пĕрле вăрçă ветеранĕсем патне килĕсене уяв ячĕпе саламлама çул тытрĕç. Шел, вĕсем Кĕтеснерте иккĕн кăна юлнă. В.Егоровпа В.Яковлев. В.Егоров 85 çула çитрĕ ĕнтĕ. 34 çул хушши агроном пулса ĕçленĕ, колхозшăн тăрăшса Мускав таранах çитнĕ. Эпир пынă чухне вăл кăкăр тулли медаль-орденсемпе телевизор умĕнче Çĕнтерÿ парадне пăхса ларать. Ахăртнех, парадри салтаксемпе пĕр ретре утнăн туйăннах ăна. Ахальтен каламаççĕ-çке, этем чунĕпе ватăлмасть тесе. Вăл пире хапăл туса кĕтсе илчĕ, ачасем уяв ячĕпе саламласа вулакан сăвăсене тимлĕн итлерĕ, парнешĕн тав сăмахĕ каларĕ. Пурне те манран та нумай пурăнăр тесе ăшшăн пиллерĕ.

В.Яковлев эпир пынă вăхăтра картишĕнче сурăхсемпе тĕрмĕшетчĕ, вĕсенне çурхи çăмне илме вăхăт çитнĕ-çке. Вăл пĕччен пурăнать пулин те, 89 çула çитнине пăхмасăрах 2 сурăх усрать. Оля мăнукĕ те мăшăрĕпе хуларан килсе çитнĕ. Вĕсем кашни эрнерех килме тăрăшаççĕ, кукашшĕне манмаççĕ. В.Яковлев чылай çул хушши шкулта ĕçленĕ. Ĕç урокĕсен вĕрентекенĕ пулнă май фотографипе кăсăкланакансен ушкăнне ертсе пынă. Унăн сăн ÿкерчĕкĕсем халĕ те шкул стендчĕсене илем кÿреççĕ. Ытла та сахаллăн юлчĕç вĕсем, Тăван çĕршыва парăнса çапăçнă салтаксем! Турă упратăр вĕсене пурне те!

Кивĕ Вăрмар. Ял районта чи пысăккисенчен пĕри пулнă май кунтан вăрçа çĕршер çын тухса кайнă, вуншарĕ çеç каялла таврăннă. Аслă Çĕнтерÿ кунĕ тĕлне вара ялта вăрçă ветеранĕ - 4, вăрçăра вилнĕ çар çыннисен - 2, вăрçа хутшăннисен 11 тăлăх арăмĕ юлнă.

Ял варринчи палăк умне пуçтарăннă ветерансемпе ял халăхне ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Борисов, «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрикин директорĕ Н.Петров, шкул директорĕ С.Антонов тĕнче пĕлтерĕшлĕ çак пулăмпа саламланă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика