АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçлекене çанталăкĕ те пулăшать

13 мая 2011 г.

Районти хуçалăхсенче уй-хир ĕçĕсем хĕрсех пыраççĕ. Райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи, çĕр хутшăнăвĕсен пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене пурĕ 10 пин те 100 гектар çинче акмалла пулсан майăн 12-мĕшĕ тĕлне 4 пин те 100 гектар (40,6 процент), нумай çул ÿсекен курăксене 734 гектартан 309 гектар акса хăварнă. Ку енĕпе «АгроЧаки» хуçалăх малтисен ретĕнче пырать. Вăл пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене майăн 12-мĕшĕ тĕлне 950 гектар акнă та. Çавăн пекех «Урмарсая» кайăк-кĕшĕк фабрики» акционерсен уçă обществи - 500, «Шигали» ЯХПК - 350, «Ямуков Г.Н.» хресчен (фермер) хуçалăхĕ - 430, «Павлов В.Ф.», «Иванов В.А.», «Сапаркин Г.А.» хресчен (фермер) хуçалăхĕсем 250-шар гектар акса хăварнă. Хуçалăхсенче «иккĕмĕш çăкăра» лартас ĕç пырать. Çĕр улми районĕпе 1 пин те 300 гектар лартмалла пулсан 110 гектар (8,5 процент) лартнă. Çак ĕçре хресчен (фермер) хуçалăхĕсен тăрăшулăхне уйрăмах палăртмалла. Çавăн пекех палăртнă 36 гектартан 13 гектар пахча çимĕç (36 процент), горчица 40 гектар лартнă. Хăмлан тĕп тымарĕсене 4 гектар çинче каснă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика