АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн ялăн çыравçи

06 мая 2011 г.

Манăн алăра пысăках мар 350 страницăллă «Саланнă кĕлте» кĕнеке. Кĕнекере «Саланнă кĕлте», «Ыраш шăркана иккĕ лармасть», «Раштав саламĕ» повеçсемпе «Тĕнче чăнах та тăвăр», «Тимахви» калавсем пичетленнĕ. Манпа юнашар кĕнеке авторĕ Ангелина Ивановна Павловская.

Тем çинчен те калаçатпăр, шухăшпа та, сăмахпа та таçта та çитсе перĕнетпĕр. «Куç умĕнчех курни илтни, иртнĕ кунсен мĕлки, паянхи пурнăç. «Саланнă кĕлте» кĕнеке çинчен те А.Павловская çырнă ытти хайлавсем çинчен те калаçмасăр иртсе кайма çук. Епле-ха унсăрăн, А.Павловская пирĕн Пĕчĕк Енккасси ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ. Ашшĕ Иван Петрович хаяр вăрçă пуçлансанах тăшманпа хирĕç çапăçма тухса кайнă та 1943 çулхи апрель уйăхĕнче Украина çĕрĕ çинчи Хмельнинский облаçĕнче хыпарсăр çухалнă. Амăшĕ, 43-ри Мария Степановна, 9 ачапа упăшкинчен юлнăскер, ачисене терт-нушапа, выçăллă-тутăллă усраса пурнăç çулĕ çине тăратма пултарнă. Ашшĕ вăрçа тухса кайнă чухне ачисенчен асли Зинаида 17-ре, ыттисем пĕринчен тепри пĕчĕкскерсем, чи кĕçĕнни, Ермоген ятли, 3 уйăхра кăна пулнă. Вĕсен пурĕ ултă хĕр те виçĕ ывăл çитĕннĕ. Ангелина хĕр пĕрчи ашшĕнчен 2 çулта юлнă. Маттур та чăтăмлă пулнă Марье аппа пĕр пĕччен 9 ачана пăхса çитĕнтерме.

Ангелина Ивановнана эпĕ мĕн ачаранах лайăх пĕлетĕп. Ялти шкулта Аслă Чакри çичĕ класлă шкулта вĕреннĕ вăл, лайăх, тăрăшуллă пулнă.

- Манăн питĕ кĕнеке вулас килетчĕ, çав ĕмĕтпех Çĕрпÿри библиотекарьсене хатĕрлекен техникума вĕренме кайрăм, - аса илет вăл иртнисене. Техникум пĕтерсен Шупашкарти педагогика институтĕнче вĕреннĕ, вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен пулса тухнă. Шкулта ĕçленĕ, Куславккара комсомол райкомĕн 1-мĕш секретарĕ, Шупашкарти Мускав районĕнчи çутĕç пайĕнче инструктор пулса вăй хунă.

А.Павловская паян пуçласа çыракан автор мар. Унăн «Ялав», «Тăван Атăл» журналсенче пичетленнĕ повеçĕсемпе калавĕсене юратса вуланă, пĕлнĕ. Вĕсене вулакансем те хапăл тусах йышăнни çинчен пĕрре кăна мар илтнĕ. «Саланнă кĕлте» кĕнекене юратса, хумханса вуларăм, кунта паянхи пурнăçа кăларса тăратнă ыйтусене хускатнă. Çамрăксен пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ, туслăхĕпе юратăвĕ, чун тасалăхĕ çинчен аса илнĕ. Автор хăйĕн геройĕсен шухăш-кăмăлне, пархатарлăхне питĕ тĕплĕ кăтартса парать. Пирĕн пурнăçра ырри те, усалли те пайтах. Этем кун-çулĕ те такăр мар, тумхахлă та лакăм-тĕкĕмлĕ, такăнать те этем мĕн пур вăйне пухса малаллах талпăнать, пуласлăха шанса-ĕненсе малалла утать. Кĕнекене çăмăл та илемлĕ чĕлхепе çырнă, пуян та янравлăн чăваш чĕлхи шыв пек юхса пырать, вуланăçемĕн вулас килсе тăрать кĕнекене, вуласа тухмасăр та хăй ытамĕнчен вĕçертмест вăл вулакана. Шухăшлаттаракан кĕнеке парнеленĕ пире А.Павловская автор. Тавах ăна. Тĕрĕс калать вăл: этем темĕнле пăтăрмахра та пĕтĕрĕнсе çаврăнсан та хăйĕн ĕмĕтленнĕ шухăшĕ, тĕллевĕ патне çитетех. Хăй тасара упраса пурăнма хăват çитернĕ, вилĕмсĕр чун пĕлтерĕшĕ патне хурлăх витĕр утаççĕ А.Павловскаян геройĕсем, тĕрĕслĕхпе тасалăха шанса йывăрлăха çĕнтерме чĕнеççĕ вулакана.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика