06 мая 2011 г.
Нумаях пулмасть эпир, 8 а тата 6 в класра вĕренекенсем В.Антонова, А.Егорова тата Г.Левина вĕрентекенсем ертсе пынипе Шупашкарти 37-мĕш шкула çитсе куртăмăр. Чи малтанах 101-мĕш ВНОС батальон ячĕллĕ музей ĕçĕпе, унтан этнографи музейĕн ĕçĕпе паллашрăмăр. Республикăри вăрçă ветеранĕсемпе çар çыннисен обществăлла организацин çумĕпе А.Тихоновпа тĕл пулса вăл каласа панине итлени пирĕн асра нумайлăха юлчĕ. Çак шкулта чăваш чĕлхине вĕрентекенсем А.Флегентова тата Е.Кошкина пирĕнпе уçă урок ирттерни пире тĕлĕнтерчĕ те, савăнтарчĕ те. Эпир, 6 в класра вĕренекенсем, А.Г.Николаева халалланă урокра пулса вăл пирĕншĕн мухтава тивĕç пулнине ăша хыврăмăр. 8 а класра вĕренекенсем вара пурнăçра туслăх-пуянлăх, ăна нихăçан та манмалла маррине аса илчĕç. Пурте тăван шкула савăк кăмăлпа, пысăк ĕмĕтсемпе таврăнтăмăр.