06 мая 2011 г.
Юстици аслă советникĕ, «РФ прокуратурин хисеплĕ ĕçченĕ» Геннадий Георгиевич Львов 1961 çулта Арапуç ялĕнче çуралнă. Çемьере иккĕмĕш ывăл пулнă вăл. Георгий Кирилловичпа Варвара Никитична хăйсен ачисемпе савăнса кăна пурăннă, пиччĕшĕпе шăллĕ, Николайпа Геннадий, хăйсем хушшинче питĕ туслă пулнă. Анчах та çемьене пысăк хуйхă çапса хуçнă:çемье пуçĕ сарăмсăр вилнĕ. Пурнăçри пĕтĕм йывăрлăх черчен хĕр арăм хул пуççийĕ çине тиеннĕ. Çапах та ниме пăхмасăр Варвара Никитична тивĕçлĕ ачасем çитĕнтернĕ. Валентина хĕрĕ Шупашкарта тĕпленнĕ.
Ялти шкул хыççăн ДОСААФра вĕренсе шофер правине илет Г.Львов. Салтак тивĕçне 1979-1981 çулсенче Германире пурнăçланă. Служба хыççăн Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумĕнче вĕренет. Часах хăйĕн юратăвне – Надеждăна тĕл пулать. Çамрăксем хăйсен пурнăçне çыхăнтарма шутлаççĕ. Хыççăн часах Томск хулине тухса каяççĕ. Гена куçăмсăр майпа вĕренме пуçлать. 1983 çултанпа вăрман хатĕрлес енĕпе тĕрлĕ ĕçсенче пулать. Хăйĕн пурнăçĕнчи чи пысăк ĕмĕтне вăя кĕртес тĕллев ăна 1986 çулта Томскри патшалăх университечĕн алăкĕ патне илсе çитерет. Укçа-тенкĕ енчен йывăрлăх чылай пулнă пулин те вăл куçăмлă майпа çак университетра юридици факультетĕнче вĕренет. Ку вăхăт тĕлне çамрăк çемьере ывăлпа хĕр çитĕннĕ. Надежда Васильевна арăмĕ те çут ĕçĕнче ĕçленĕ, мăшăрĕн тĕллевĕ пурнăçлантăр тесе тăрăшнă. Хăй те педагогика университетĕнче куçăмсăр майпа вĕреннĕ.
1991 çулта Томскри университет хыççăн Геннадие Тюмень облаçĕнчи прокуратура органĕсене ĕçлеме яраççĕ. Малтанах прокурор пулăшуçи пулса ĕçленĕ. 1995 çултан вара Голышмански районĕн прокурорне çирĕплетеççĕ ăна. 1997 çулта Геннадий Георгиевича Тюмень облаçĕн чи лайăх патшалăх айăплавçи тесе палăртаççĕ. Кирек епле лару-тăрура та тĕрĕс йышăнусем тума пултаракан руководителе ыттисемпе те сăпайлă, тимлĕ пулма пĕлекен çынна асăрхаймасăр пултарайман. 1999 çулта ăна Тюмень районĕн прокурорне суйлаççĕ.10 çул хушши ăнăçлă ертсе пырать вăл ĕç коллективне, çав вăхăтра хăйне ĕçри приоритетлă тĕп енсене уйăрма пĕлнине кăтартать. Юстици аслă советникĕ хăйне пăхăнакан сотрудниксен квалификацине ÿстересси çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрать. Коллектив тăрăшса тата туслă ĕçленипе 2008 çулхи ĕç кăтартăвĕсемпе Тюмень районĕн прокуратури облаçри ытти хуласен прокуратурисем хушшинче чи лайăххи пулнă.
Ачисем те ашшĕнченех тĕслĕх илнĕ:Тимур ывăлĕ Тюменьри университетра юридици факультетне пĕтернĕ. Тюмень хулинчи юстици тата шалти ĕçсен пайĕн уголовлă-процессуаллă тата оперативлă шырав надзорĕн уйрăмĕн юрисчĕ. Анастасия хĕрĕ Свердловск (Екатеринбург) прокуратури юридици институчĕн юридици факультетне пĕтернĕ, РФ Президенчĕ çумĕнчи право енĕпе пĕлÿ паракан Раççей шкулĕнче вĕренет. Ачисен мăшăрĕсем те хăйсене прокуратура ĕçĕпе çыхăнтарнă.
Геннадий Георгиевич ĕçре хăйне дисциплинăллă, тÿрĕ чунлă, ĕçе пĕлекен ĕçчен пулнине кăтартнă. 2002 çулта ăна «РФ Прокуратурин хисеплĕ ĕçченĕ» паллăпа наградăланă, РФ Генеральнăй прокурорĕн приказĕпе ятран паракан хĕç-пăшал, сехет парнеленĕ.
Кăçал Геннадий Георгиевич хăйĕн юбилейне паллă турĕ. Эпир, унпа пĕр класра вĕреннĕскерсем, пĕр ялтан тухнăскерсем, чăннипех те мăнаçланатпăр.