АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕçленмен çыру...

06 мая 2011 г.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче совет салтакĕсем çĕнтернĕренпе 66 çул çитет. Çыннăн пĕр ĕмĕр кун-çулĕпе танлаштарма пулать ăна. Вăхăт сисĕнмесĕр шăвать пулсан та, хăрушă вăрçă, совет халăхĕн паттăрлăхĕ, Аслă Çĕнтерÿ асран тухмасть. Ăна çывхартас тесе пирĕн салтаксем пурнăçне шеллемен, чылайăшĕ вăрçă хирĕсенче нимĕç фашисчĕсене аркатса паттăрсен вилĕмĕпе пуçĕсене ĕмĕрлĕхех хунă. Пирĕн районтан та вĕсен йышĕ чылай пулнă. Акă Чупай ялĕнчен виçĕ пĕр тăван Николай, Михаил, Иван Моисеевсем хаяр вăрçă пуçлансанах Тăван çĕршыва хÿтĕлеме вăрçă хирне тухса кайнă.

1941-мĕш çул. Вăрçă тесен куç умне тĕксĕм те çумăрлă кун тухса тăрать. Ялта çамрăксене, аслăрах çулхисене те пĕрин хыççăн теприне вăрçа ăсатаççĕ. Тÿпере тĕксĕм пĕлĕт, хĕвелĕ те сÿнсе ларас пек çутатать. Таврара амăшĕсен, йăмăкĕсемпе шăллĕсен, çывăх тăванĕсен ĕсĕклесе макăрнă сас чĕрене çурать. Феодосия Григорьевнапа Моисей Федорович та канăçне çухатнă, салхуллăн çÿреççĕ. Вĕсен аслă ывăлĕ Николай 1911 çулта çуралнăскер, вăрçа тухса кайма хатĕрленет. Моисей Федорович хăй те граждан вăрçине хутшăннăскер, унăн тискерлĕхне, хаярлăхне питĕ лайăх пĕлет. Пĕр çапăçура ăна хытах амантаççĕ, киле вара лашапа илсе килеççĕ. Чылай вăхăт хушши патвар салтак йывăр суранран часах сывалаймасть. Вилес çĕртен ăна мăшăрĕ Феодосия Григорьевна лайăх пăхса ура çине тăма пулăшать. Халĕ вара ывăлăн каймалла. Ку вăрçă тата та хаяртарах пулассине туять Моисей Федорович. Ывăлĕ каялла чипер сывă килейрет-ши тесе те тарăн шухăша путса пуçне усать вăл. Николайăн тухса кайма вăхăт çитсен вăл ăна Тăван çĕршывшăн сыхă тăма, фашистсене аркатса киле тĕрĕс-тĕкел таврăнма пил парать. Николай Канашри вакунсем юсакан заводра ĕçлетчĕ, çемье çавăрма та ĕлкĕрнĕччĕ. Ачисем ун йĕри тавра чупса çÿресен куçĕсем шывланчĕç унăн. Вăл вĕсене тепĕр хут ыталаса чуп турĕ, ачашларĕ. Унтан ашшĕ-амăшĕпе, мăшăрĕпе сыв пуллашрĕ те Вăрмар станцине çул тытрĕ. Ирсĕр тăшмана вăл Смоленск патĕнче кĕтсе илчĕ. Хаяр пулчĕ çапăçу. Тан мар çапăçура ĕмĕрлĕхех çакăнта куçне хупрĕ вăл.

Иккĕмĕш ывăлне, Михаила, Моисей Федоровичпа Феодосия Григорьевна Николай кайнă хыççăнах вăрçа ăсатрĕç. Вăл 1921 çулта кун çути курнăскер, ялти 7 класлă шкулта пĕлÿ пухнă. Лайăх паллăсемпе вĕреннĕ вăл. Ÿссен вĕреннĕ çын, çар çынни пулма ĕмĕтленнĕ Михаил. Анчах та хаяр вăрçă ун ĕмĕтне ĕмĕрлĕхех татнă. Хăй вăрçа каяс умĕн çывăх тăванне - пĕчĕкскер Раисăна çĕклесе илсен: «Йăмăкăм, татах та курайăп-ши сана;», - тесе каланă. Çапла, тен ун чунĕ сиснĕ те пулĕ вăрçăран таврăнаймасса. 1942 çулхи март уйăхĕнче вăл пĕр çапăçура ĕмĕрлĕхех куçне хупать. Унччен кăшт маларах ашшĕ-амăшĕ патне çыру çырма пуçланă вăл. Унта çапла каланă: «Юратнă атте-анне, йăмăкăм хаяр çапăçăва кĕретĕп. Фашистсен йышĕ питĕ нумай, анчах та эпир вĕсене пурпĕрех çĕнтеретпĕрех. Тен ку çыру юлашки пулĕ, каçарăр мана. Эпĕ сире питĕ юрататăп». Малалла вăл çак çырăва тек çырайман, çапăçу пуçланнипе унăн шухăшĕ çак сăмахсемпе татăлнă. Вăрçă пуçланни нумаях та вăхăт иртмест пулин те, икĕ ывăлĕ паттăрсен вилĕмĕпе вилеççĕ Моисей Федоровичăн. Пысăк çухатуна тÿссе ирттереççĕ вĕсем мăшăрĕпе. Виççĕмĕш ывăлне, Ивана та вăрçă хирне чунĕсене хытарса, пусăрăнчăк кăмăл-туйăмпа ăсатса яраççĕ вĕсем. Иван Моисеевич Ленинград çывăхĕнчи фронта лекет. 1943-мĕш çулта Ладога кÿллине ирсĕр фашистсенчен хăтарнă чухне вăл паттăрсен вилĕмĕпе вилет. Ăна Ленинград çывăхĕнчи Красный Бор ятлă ялта чыслăн пытарнă. Виçĕ паттăр ывăл вăрçă хирĕнче ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупнă. Çакă граждан вăрçин паттăрĕшĕн Моисей Федоровичшăн тата унăн мăшăрĕшĕн калама çук пысăк çухату пулнă. Куç тулли куççуль витĕр чăтса ирттернĕ вĕсем йывăр вăхăтсене. Пĕр хĕрĕ Анастасия вĕсемшĕн ĕмĕрлĕхех йăпанăç пулнă. Унăн мăшăрĕ Алексей Иванович Иванов та вăрçă хирĕнче 1942 çулта хыпарсăр çухалнă. Çăмăл пулман вăрçă çулĕсенчи тылри çынсене те. Моисей Федорович вăрçă вăхăтĕнче тăван колхозра звеньевой, уй-хир бригадин бригадирĕ пулса тăрăшнă. Фронт валли апат-çимĕç, тăхăнмалли тумтир хатĕрленĕ. Каярахпа тимĕрçĕ ĕçĕнче те чылай тăрăшнă. Çĕнтерĕве çывхартас тесе вăй-халне шеллемен. Пĕр тăван Николай, Михаил, Иван Моисеевсен Тăван çĕршыв умĕнчи паттăрлăхĕ Чупайсемшĕн ĕмĕрех асăмра юлĕ. Вĕсен ячĕсене ял тăрăхĕнче лартнă палăк çине ылтăн тĕспе çырса хунă. Хамăр ентеш-паттăрсене ĕмĕр мухтав!

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика