06 мая 2011 г.
Вăрçă пуçлансассăнах хаяр тăшманпа çапăçма çул çитнĕ арçынсене çара илнĕ.
Вун çичĕ çултисене те ят тухнă, вĕсене кăшт-кăшт вĕренткеленĕ те вăрçă вут-çулăмне кĕртсе янă. Мĕн тăвăн - нимĕç фашисчĕсем çухрăм хыççăн çухрăм тăван çĕре тапта-тапта пынă вĕт. 1941-1942 çулсенче уйрăмах йывăр пулнă, çухатусем йышланнă.
1942 çулта хĕрарăмсене çара илесси пирки пĕлтернĕ, мĕншĕн тесен вăрçă пĕрмаях çын-çын ыйтнă. Вĕсем ытларах госпитальсенче, санбатсенче тăрăшнă. Малти линире санитарка, медсестра пулса ытти салтаксем пекех çапăçусене çÿренĕ. Фронтри çыхăнăва йĕркелекенсем, сывлăшран тапăнассинчен сыхлакансем, снайперсем, партизансем, аэродромсенче, станцисенче хуралта тăракансем тата ыттти те.
Вăрмар районĕнчен 1941-1945 çулсенче Тăван çĕршыва хÿтĕлеме 76 хĕрарăм тухса кайнă. Вĕсенчен улттăшĕ вăрçă хирĕнчен таврăнайман. Аслă Чакран Анфиса Антоновна Богатинова (12920-1976 ç.ç.), Надежда Георгиевна Кириллова (1920-1994 ç.ç.), Евдокия Михайловна Морозова (1923-1999 ç.ç.), Евгения Прохоровна Прохорова (1919 ç.) салтак тумне тăхăнса вăрçă çулĕсемпе çÿренĕ.
Надежда Георгиевна Кириллова 1920 çулта Аслă Чакра çуралнă. Вăрçă пуçланнă çул вăл Анаткасри пуçламăш шкулта ачасене вĕрентнĕ. Çулталăкран унăн та салтак юрри юрласа тăван ялпа сывпуллашма тивнĕ. Вĕренÿ чаçĕнче çыхăну аппарачĕсемпе ĕçлеме хăнăхсан ăна Ленинград фронтне яраççĕ.Телеграфа лайăх пĕлекенскере кĕçех отделени командирĕ пулма уйăраççĕ.
- Новгородри çапăçусене, пушарсене нихăçан та манас çук. Нимĕç танкĕсем кĕрлесе килни таçтанах илтĕнетчĕ, чун сÿлесе каятчĕ. Пире, çирĕмрен тин иртейнĕ хĕр-салтаксене вăрçă шавне хăнăхма питĕ йывăр пулчĕ. Чăтрăмăр çав,чăтрăмăр, - аса илетчĕ Надежда Георгиевна.
Ленинград хулине ирĕке кăларассишĕн пынă хĕрÿ çапăçусене хутшăнма тивет ăна. Украина фрончĕн 124 уйрăм стрелковăй полк йышĕпе Хĕвел анăçри çĕршывсене фашистсенчен тасатнă. Польшăн тĕп хулине Варшавăна ирĕке кăларни нихăçан та манăçман. Йĕри-тавра аркану, ишĕлчĕк çуртсем, ванчăк кирпĕч. Çак тискерлĕхе курсан пирĕн салтаксем куççулĕсене тытса чарайман.
Унтан каллех малалла! Малалла! Одер шывĕ урлă каçса тăшман вырнаçнă хуласене, ялсене тасатса пырса Берлина çавăрса илесшĕн ăнтăлнă.
Надежда Георгиевна Кириллова аса илĕвĕнчен:
«Пирĕн телетайп кăнтăрла та, çĕрле те пĕр чарăнмасăр ĕçлетчĕ. Çыхăнăва пĕр чăрмавсăр йĕркелемеллеччĕ. Кану пирки шутламан та. Çумăр-и, юр-и - яланах хатĕр тăнă. Кашнин хăйĕн вырăнĕ, кашнин хăйĕн тивĕçĕ. Аслă командирсем хушнине пĕр сăмахсăрах пурнăçланă. Тепĕр чух, артиллери персе тăнă чухне те, снаряд ванчăкĕ лекессине пăхмасăрах, çыхăнăва йĕркеленĕ.
Вăрçă пирĕн çĕнтерÿпе вĕçленчĕ. Çак куна Н.Кириллова тăракан çар чаçĕ Берлинран 50 çухрăмра Глац хулинче кĕтсе илнĕ.
«Çĕнтерÿ - чаплă уяв, анчах та вăл пысăк çухатусемпе, вĕри куççульпе килчĕ. Хам вăрçă çулĕсенче ăçта-ăçта пулни асра юлман ĕнтĕ, анчах нумай юлташа çухатнине манаймастăп, вĕсен сăнĕсене яланах асра упратăп», - çак сăмахсене Надежда Кирилловна шкул ачисене пĕрмаях калатчĕ.