АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Вакран - çулăма»

26 апреля 2011 г.

Аслăрах ăрури çынсем, е уйрăмах çар ретĕнче пулнисем, Николай Николаевич Жачева лайăх ас тăваççĕ пулĕ. 1973-1978-мĕш çулсенче вăл Вăрмар çар ĕç комиссариатне ертсе пынă. Ун чухне комиссариатран кашни çул Çар тата Тинĕс-çар флочĕн ретне 300 ытла çамрăк тăнă пулсан, хăвăрах шутласа пăхăр - миçе çĕр ентеш тухнă ун витĕр.

1933 çулта Çĕрпÿ районĕнчи çуралнăскер, çамрăк мар ĕнтĕ халĕ, апла пулсан та иртнĕ уйăхра Республикăри Çар ĕç комиссариачĕн Вăрмар тата Куславкка районĕсенчи пайĕнче пулчĕ, кунта тăрăшакансемпе калаçу ирттерчĕ, иртнине аса илчĕ. Унтан Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкула çитсе курма кăмăл турĕ. Кунта пурнăç хăрушсăрлăхĕн никĕсĕсене вĕрентекен В.Антонов преподователь ертсе пынипе çамрăк армеецсем районти, республикăри «Орленок», «Зарница» Çарпа спорт вăййисенче яланах малти вырăнсене тухаççĕ, çавăнпа та вĕсемпе тĕл пуласах терĕ пулĕ çар службин ветеранĕ. Вĕсенчен ыйтса пĕлнисĕр пуçне çар никĕсне вĕрентмелли пурлăх базипе интересленчĕ, паллашрĕ. Курнипе кăмăллă юлчĕ. Ачасене çитĕнÿсем тума сунчĕ, вĕсемпе пĕрле сăн ÿкерттерчĕ.

Отставкăри майорăн кун-çулĕ те кăсăклă. Хăй вăхăтĕнче вăл Пушкин хулинчи Тинĕс-çарăн 2-мĕш техника училищине пĕтернĕ, Çурçĕр флочĕн Североморск хулинчи çар базинче техник-технолог пулса хĕсметрĕ тăнă. Чи асра юлмалли вара унпа 1962-1965 çулсенче пулса иртнĕ. Кариб кризисĕ çинчен пурте илтнĕ ĕнтĕ - Кубăшăн АПШпа Совет Союзĕ хушшинче ядерлă вăрçă тухас хăрушлăх сиксе тухнă ун чухне. Çакăн пек лару-тăрура 1962 çулхи август уйăхĕнче океан лайнерĕн трюмĕнче вĕсем вуншар куна тăсăлнă ишеве тухаççĕ. Малтанах ăçта кайнине те пĕлмеççĕ. Атлантика океанĕнче кăна карап капитанĕ конверта уçать те Кубăна-Мариэль портне-каймалли çинчен пĕлет. Вырăссен «Из огня да в полымя» текен каларăш пур. Кунта вара ăна чăвашлатса, сăмахĕсене вырăнпа улăштарса «Вакран-çулăма» теме пулать пулĕ. Ара сивĕ Çурçĕртен - тропике. 3 çул Гавана çывăхĕнче хĕсметре тăрать Николай Николаевич. (Чылай каярах Кубăра халĕ Республикăри çар ĕç комиссариачĕн Вăрмар тата Куславкка районĕсен пайĕнчи пай пуçлăхĕ В.Николаев та службăра тăнă). Унтан службăна каллех Североморскра тăсать, 1973 çулта вара ăна Вăрмара куçараççĕ, майор званипе кунтанах отставкăна каять. Халĕ Шупашкарта пурăнать. Унăн ывăлĕ те, вăл та Николай Николаевич, ашшĕн çулĕпе кайнă - майор, Çурçĕрти Снетногорск хулинчи шыв айĕнче ишекен çар карапĕсен базинче тивĕçне пурнăçлать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика