АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ячĕ хитре те - хутаççинче...

26 апреля 2011 г.

Çуркунне çитсен эпир пурте пахчаçăсем пулса тăратпăр: вăрлăх туянатпăр, калча ÿстеретпĕр. Вăрлăх шыраса çÿреме кирлĕ мар: хальхи вăхăтра ăна кашни утăмрах туянма пулать, предприятисемпе организацисем тăрăх та çÿреççĕ ÿркенмен сутуçăсем. Вăл е ку вăрлăхăн мĕнле кăна сорчĕ çук пулĕ! Хитре, илĕртÿллĕ ятсем...

Пирĕн çĕршывра кашни çулах Селекци çитĕнĕвĕсен патшалăх реестрне хатĕрлеççĕ. Кăçал та тухрĕ вăл. Унта тĕрлĕ ÿсен-тăранăн 12 пин те 893 сортне кĕртнĕ. Сăмахран, купăста сорчĕсем - 281, çĕр улмин - 290, кишĕрĕн - 179, хăярăн - 848.

Мĕн парать-ха çак документ? Пĕрремĕшĕнчен, асăннă реестра кĕртмен сорта сутни 1997 çулхи декабрĕн 17-мĕшĕнче кăларнă «Вăрлăх ĕрчетесси çинчен» саккунĕн 30-мĕш статйине пăхăнманни пулать. Апла пулсан сутуçăсен уншăн явап тытма тивет. Иккĕмĕшĕнчен, унта кĕртнĕ сорт сутлăха тухма юрăхлă тенине, вăл ген тĕлĕшĕнчен модифициленĕ (ГМО) сорт маррине пĕлтерет.

Россельхознадзор ĕçченĕсем асăрханă тăрăх, Реестра кĕртмен сортсем те пур сутлăхра. Илемлĕ те илĕртÿллĕ ятсем шыраса тупаççĕ те сутаççĕ. Акă кишĕрĕн «Без сердцевины», «Свекровь», хĕрлĕ кăшманăн «Красный шар», «Черная вдова», купăстан «Доброводская», «Сахарная королева», хăярăн «Не грусти, похрусти», «Новинка сезона», «Соли сам» сорчĕсем реестра кĕмен. Вĕсене нихăшне те сутма ирĕк паман. Вăрлăх сутакансенчен вăрлăхăн сорт тата ака пахалăхне кăтартакан сертификатне ыйтма ÿркенмелле мар. Курăк вăрлăхне туянакансен уйрăмах тимлĕ пулмалла. Сертификат пулмасан ан та тăкакланăр. Çавăн пекех вăрлăх шăтса тухасси иккĕленÿллĕ, мĕншĕн тесен унăн шăтаслăхне тĕрĕслемен. Вăл шăтмасан та пултарать, çĕнĕрен акма кая юлма пулать - курăк вăрлăхне шăтса тухма вăхăт нумайрах кирлĕ, çĕрти нÿрĕк те пĕтме пултарать. Вăрлăх хутаççи çинче вăрлăх партийĕн номерне кăтартаççĕ, çав номер сертификат çинче те пулмалла, вĕсен иккĕшĕн пĕр килмелле. Асăннă документра вăрлăх шăтаслăхне, тасалăхне, çавсем хăçанччен вăйра пулассине кăтартаççĕ. Енчен те упранаслăх вăхăтне 2013 е 2014-мĕш çулччен тесе кăтартнă пулсан, ан ĕненĕр, вăл вăхăт çулталăкран ытла пулаймĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика