29 апреля 2011 г.
Кашни халăхăн хăйĕн чĕлхи пур. Манăн тăван чĕлхе - чăваш чĕлхи. Аттепе анне, асаттепе асанне, юлташсем те чăвашла калаçаççĕ. Юратнă чĕлхепе А.Г.Николаев космонавт тĕнче уçлăхне çĕкленнĕ, хастар чĕреллĕ поэт Çеçпĕл Мишши çĕкленÿллĕ сăвăсем çырнă. Çепĕç, янăравлă, илемлĕ чĕлхепе эпĕ мĕн пĕчĕкрен калаçса ÿснĕ. Ăшшăн каланă чăваш сăмахĕ кашни çын чунне ăшăтать, кăмăлне çĕклет.
Шкулта чи хисеплĕ предмет манăн - тăван чĕлхе. Пур пĕлĕве те эпир тăван чĕлхе урлă илетпĕр. Тăван чĕлхене аван пĕлекен çын ытти чĕлхесене те хăвăртрах вĕренсе пырать. Ахальтен мар И.Я.Яковлев «Икĕ чĕлхе - икĕ ăс, виçĕ чĕлхе - виçĕ ăс», - тенĕ. Эпĕ чăваш пулнишĕн мăнаçланатăп. Ман шутпа, тăван чĕлхене пурин те пĕлмелле.