29 апреля 2011 г.
Мĕн авалтан ваттисем калашле çĕр çинче пурăнакан кашни арçыннăн хăй пурнăçĕнче йывăç лартса ÿстермелле, çурт хăпартмалла, ача-пăча çитĕнтермелле. Çакна вара Чулкас ялĕнче пурăнакан Петр Иванович Иванов çирĕп тытса пырать. Пĕччен мар, паллах, çумри мăшăрĕпе - Нина Антоновнăпа. Çума-çумăн 45 çул пурăнакан мăшăр пĕр-пĕрне илтме, таçтан аякран туйма, пулăшма, хавхалантарма пĕлеççĕ. Çĕр çинче ăнăçлă, тĕкĕр çинчи пекех пурăнаççĕ Ивановсем тесен, пĕрре те йăнăшмастăп. Петя пиччепе Нина аппа иккĕшĕ те тĕнчере вăрçă пынă вăхăтра кун çути курнă. Кил хуçи - 1942 çулхи июлĕн 20-мĕшĕнче, çемье ăшшине тытса пыраканĕ - 1943 çулхи августăн 1-мĕшĕнче. Вăрçă ачисен ачалăхĕ еплерех иртнине вулакан çырса кăтартмасăрах питĕ лайăх чухлать. Çав çулсенче çуралнисен вăрçă çулĕсене аса илсен куçран куççуль тухмасăр иртместех, Ивановсен те çаплах ĕнтĕ. Кашни ĕçĕн хăйĕн вăхăчĕ тенĕ пек, кашни çыннăн хăйĕн пурнăçĕ, вырăнĕ. Ăна еплерех вырнаçтарса усă курасси, çыннинчен хăйĕнчен килет: ача чухне вĕренсе ăс пухмалла, юратнă ĕç тупмалла. Чулкас каччин те çапла пулнă - сумкка çакса ялти шкула çÿренĕ, унтан Вăрмар поселокĕнчи шкулта вăтам пĕлÿ илнĕ. Çак вăхăтра тĕл пулнă та ĕнтĕ вăл Шăхаль хĕрне - Нина Красновăна. П.Иванов салтак ячĕ тухиччен ялти хуçалăхра тимĕрçĕ пулăшаканĕнче вăй хунă. 1962-65 çулсенче Венгринче службăра пулать. Унтан таврăнсан, ураран салтак аттине хывмасăрах, тăван «Россия» совхозра вăй хурать. 1971-1974 çулсенче уй-хир бригадин бригадирĕнче, 1974-2002 çулсенче «Россия» совхозри пĕрремĕш уйрăмĕн управляющийĕнче тăрăшать. Çак çулсем вĕсем Петр Ивановичăн асамлă çулсем пулнă, мĕншĕн тесен хăй юратнă, савнă мăшăрĕпе пĕрлешнĕ. Ку вăл 1966 çулхи майăн 1-мĕшĕнче пулнă. Унтанпа 45 çул иртнĕ пулин те аса илÿ çăмхи паянхи кунхи пекех сÿтĕлет: аса илмелли, пĕр-пĕрне каласа памалли темĕн чухлех тепĕр чухне тавлашса илмелли те пулать пулĕ, тен çамрăк чухнехи вăрттăнлăхĕсем те кăчăклантарса илеççĕ. Апла-и, капла-и Ивановсем вара пĕр-пĕрне ăнланса туслăн пурăнаççĕ. Ватăлмалăх кунра савăнмалăх вĕсем 5 ача çуратса çитĕнтерсе пурнăçăн анлă сукмакĕ çине кăларнă. Аслă хĕрĕ - Марина - Потребитель кооперацийĕн Мускаври университетне вĕренсе пĕтерсе хальхи вăхăтра районти тырă йышăнакан пунктра (элеваторта) экономистра ĕçлет. Ывăлĕ - Виктор Шупашкарти ял хуçалăх институтне (академине) вĕренсе пĕтерет, райадминистрацин халăха социаллă пулăшу паракан уйрăмра эксперт-специалистра тăрăшать, тепĕр хĕрĕ Надежда Канашри медицина училищинче пĕлÿ пулнă. Хальхи вăхăтра уйрăм предпринимательте ĕçлет. Елена - Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика институчĕ вĕренсе пĕтерсе ялти шкулта ачасене физика предмечĕ вĕрентет. Кĕçĕн хĕрĕ - Ольга та çак институтра пĕлÿ пухнă - халĕ пĕр организацинче администраторта вăй хурать. Ивановсен ачисем савăнмалăх та, мухтанмалăх та пур. Ырă çемьере, ырра курса ÿснĕ вĕсем. Ашшĕ-амăшĕ вĕрентсе ÿстернине çилпе вĕçтермен, теççĕ кун пек чухне. Вĕсен амăшĕн - Нина Антоновна хăй пурнăçĕнче алла усса ларса курман. Унăн ĕç стажĕ 30 çул. Малтанах уй-хир бригадинче, унтан хăмла çинче, йĕтем çинче чылай çулсем вăй хунă.
Хальхи вăхăтра та ĕçсĕр мар вĕсем, выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, пыл хурчĕсем тытаççĕ, сад-пахчара тĕрмĕшеççĕ. Çулсем шăваççĕ пулин те пачах та ватăлмаççĕ ветерансем. Çÿçĕсем шуралаççĕ пулин те, куçĕсем çав-çавах çиçеççĕ. Çакăн пек пулма вĕсене 7 чĕвĕлти мăнукĕсем, ачисем пулăшса пыраççĕ, такăр çулпа утма хистеççĕ.